Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Июнӗн 11-мӗшӗнче Хусанти Кремль çумӗнчи çыран хӗрринче Раççей Кунне халалланă Халăхсен туслăхӗн парачӗ иртет

Тутарстанăн шӗкӗр хулинче пурăнакан тӗрлӗ халăх представителӗ хăйсен наци тумне тăхăнса флешмоба тухӗ. Раççейри ытти тăхăр пысăк хулара та çынсем çакнашкалах мероприятисем ирттереççӗ. Флешмоба Мускавра, Питӗрте, Владивостокра, Екатеринбургра, Калининградра, Красноярскра, Новосибирскра, Дон çи Ростовра тата «Сириус» федераллă территорире мультимедиа кантăк-портал урлă курӗç.

Хусанта парада хутшăнакан наци тумӗсене тăхăннă çынсем ТР Наци библиотеки патӗнчен (ӗлӗкхи НКЦ) 15:30 сехетре тапранӗç. Унтан çак ушкăн медиаинсталляци патӗнче чарăнса акцине хутшăнакан хуласемпе çыхăнӗ. Парад пирс патне çитсен çынсем концерт курса савăнӗç. Çак кун Кремль çумӗнчи çыран хӗрринче çамрăксен этнофестивалӗ иртет.

Çак мероприятие хутшăнас текен чăвашсем хамăр халăх тумне тăхăнса ТР Наци библиотеки çумӗнчи çыран хӗррине 15:00 сехетре пухăнма пултараççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев