Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Июнӗн 21 кунӗнче Тутарстанри ҫулсем ҫинче инкеке лексе 22 ҫын вилнӗ

Профилактика тӗлӗшӗпе республикӑри автоҫулсем ҫинче ӗҫлекен ДПС экипажӗсем нумайланӗҫ. Ҫул-йӗр правилисене пӑсакансене тупса палӑртас тесе ялсемпе хуласенче рейдсем йӗркеленӗҫ.

Ҫул-йӗр пӑтӑрмахӗсем ӳснине тата вӗсенче вилекенсемпе аманакансем ӳснине пула Тутарстан Республикинчи Патшалӑх автоинспекцийӗ службин йӗркине вӑйлатать.
Кӑҫалхи июнь уйӑхӗн 21 кунӗнче республика ҫулӗсем ҫинче 22 ҫын вилнӗ.
ДТП-сен тӗп сӑлтавӗ – хирӗҫ пыракан машинӑсен ҫулӗ ҫине кӗрсе кайни, хӑвӑртлӑх режимне пӑхӑнманни, ҫуран ҫӳрекен ҫине кӗрсе кайни, транспорт хатӗрӗпе ҫӳреме ирӗк илмесӗр руль умне ларни.
Профилактика тӗлӗшӗпе республикӑри автоҫулсем ҫинче ӗҫлекен ДПС экипажӗсем нумайланӗҫ. Ҫул-йӗр правилисене пӑсакансене тупса палӑртас тесе ялсемпе хуласенче рейдсем йӗркеленӗҫ.
Уйрӑмах руль умне ӳсӗрле ларакансене, хӑрушсӑрлӑх пиҫиххипе ҫыхӑнманнисене, правасӑр ҫӳрекеннисене, хирӗҫ пыракан полоса ҫине тухаансене, ачасене лартса ҫӳрес йӗркесене пӑсакансене яваплӑх кӗтет. Унсӑр пуҫне уйрӑм профилактика мероприятийӗсем иртӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев