Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Йывăç çурт асра юлать, ăрусене хумхантарать

Михаил Булгаковах хăйӗн кӗлленми романӗнче хваттер ыйтăвӗ этеме пăснă тесе çырнă. Унтанпа çӗр çула яхăн иртнӗ, çаплах патшалăхăн кун йӗркинче пурăнмалли çуртсем тăвасси малти вырăнта. Халӗ икӗ-виçӗ хутлисем мар, пуçа çӗклесен калпак ӳкмелле çӳллӗ çуртсем тӳпенелле кармашнине куратпăр. Хулана ватăлса кивелнӗ йывăç çуртсенчен тасатса вӗсен вырăнне мăнаçлăн ӳссе лараççӗ.

Çав кивелнӗ йывăç çуртсемпе пӗрле хулан историйӗ кăна мар, культура сийӗ çухалнăн туйăнать. Çакна ăнланакансем юлнисене упраса хăварма ăнтăлаççӗ. Юнкун Хусанти «Мир» кинотеатрта кăтартнă «Краски памяти» документлă фильм пирки те çакнах каламалла. Ăна РФ искусствăсен тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, паллă режиссер-документалист Юрий Константинович Гвоздь ӳкернӗ. Кӗске вăхăтрах автор  «Том Сойер Фест» волонтерсен юхăмӗ çинчен те – Раççейри юхăмăн уйрăмӗ Тутарстанра Елабугăра тата Хусанта ӗçлет – каласа панă, Саба районӗнчи вăрман хуçалăхне те çитнӗ, тутар халăхӗ йывăçа мӗнле юратнине, хакланине те кăтартнă. Юрий Константинович хăйӗн картинине паллă искусствоведсене, архитекторсене хутшăнтарни, вӗсен сумлă сăмахӗсем фильм шухăшне вăйлатаççӗ. Тӗслӗхрен, «Том Сойер Фест» çинчен унăн кураторӗсенчен пӗри, ТР Раисӗн пулăшаканӗ Олеся Балтусова каласа парать. Сăмах май, киносеанс пуçланаспа та экран умне тухса калаçрӗ Олеся Александровна. Паянхи куна Хусанта 60 яхăн йывăç çурт юлнă иккен. Вӗсем пурте кивелнӗ, хăшӗсенче çынсем пурăнаççӗ. Волонтерсем иртнӗ ӗмӗрсен «саламне» упраса хăварассишӗнех юсав ӗçӗсем ирттерме пулăшаççӗ. Кулленхи пурнăçра строительство ӗçӗпе пачах çыхăнман çынсем пушă вăхăтне шеллемесӗр канмалли кунсенче кивелнӗ, çӗрӗшнӗ çуртсене илем тавăрасшăн алла киçтӗк, сăрă тытаççӗ. 

Хусанти патшалăх архитектурăпа строительство академийӗнче уçăлнă реставраторсен уйрăмӗпе те паллаштарма ӗлкӗрчӗ лента. Çамрăксене историпе материалсен тытăмӗ çинчен тулли пӗлӳ параççӗ кунта. Йывăçпа ӗçлесси çине те пусăм тăваççӗ. Историн хаклă еткерӗсенчен пӗри хуть ăçта та, хуть мӗнле халăхăн та йывăçран хăпартнă çуртсем пулса тăраççӗ. Çавăнпа студентсен вӗренӳ программинче вăл пысăк вырăн йышăнать. «Том Сойер Феста» çӳрекеннисем аудиторире илнӗ пӗлӗве практикăра çирӗплетме ӗлкӗреççӗ.

Юрий Гвоздьăн çӗнӗ картинипе паллашма Хусанти патшалăх  архитектурăпа строительство академийӗн студенчӗсем кăна мар, Хусанти патшалăх культурăпа искусствăсен институчӗн студенчӗсем те пулчӗç. Кинематографи уйрăмӗнче вӗренекенсене паллă документалистăн ăслăлăхӗпе паллашма, ӗç вăрттăнлăхӗсене пӗлме интереслӗ пулни куçкӗрет. Фильма сӳтсе явнă çӗре ытларах аслă çулсенчисем хутшăнчӗç, çамрăксем  «хăлха тăратса» итлерӗç, курнине залран тухичченех пӗр-пӗринпе пăшăлтатса сӳтсе яврӗç. 

Юрий Гвоздь фильм ӳкернӗ вăхăтра йывăçпа ӗçлекен ăстасем çуккине асăрханă. Тӗрӗсрех каласан, чӳрече хашакӗсене эрешлесе касса кăларакансем юлман тесе каламалла. Чăн та, кино ăсти пӗр тӗлте тупайнă ун пек столярсене, анчах ку професси сайра тӗл пулаканнисен шутне кӗрсе юлнă иккен. Залра ларакансенчен Н.Фешин ячӗллӗ ӳнер колледжӗнче йывăçпа ӗçлессипе уйрăм уçмалли пирки сӗнӳ пулчӗ. Паллах, ку идея пурнăçлансан аванччӗ. 

Йывăç эрешӗсене вӗренмелли те пайтах пулӗ. Тӗрӗ пекех, кашни халăхăн, кашни тăрăхăн хăйӗн эрешӗсем-тӗр. Чăвашсемпе тутарсен, вырăссен эрешӗсене пӗр пек теме çуках ӗнтӗ. Çавăнпа кунта тӗпчемелли, вӗренмелли, вулакана каласа памалли пайтах пулӗ.

Куракансенчен пӗри кино интереслӗ, анчах вăл кӗске пулнине (26 минут, телевиденипе кăтартма шак хурса ӳкернӗ ăна авторӗ) асăрхарӗ. Çак темăпа малашне те фильмсем ӳкермелле тесе шухăшне пӗлтерчӗ. Паллах, ку тема паянхи куна уçă – авторӗ те, культурăри истори чăнлăхне упрассишӗн тăрăшакансем татах та таврăнӗç ун патне.

Татьяна ВАСИЛЬЕВА.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Казань