Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Кăçал коррупципе çыхăннă 846 преступлени туни пирки пӗлтернӗ

РФ Следстви комитечӗн Тутарстанри уйрăмӗ коррупципе çыхăннă уголовнăй ӗçсен кăçалхи тӗпчевӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх, патшалăха кӳнӗ тăкак 290 миллион тенкӗпе танлашнă. Ӗçсене тӗпченӗ май, 80 миллион ытла тенкине тавăрнă, айăплисен тата çур миллиарда яхăн тенкӗлӗх пурлăхне арестленӗ. Çапла майпа коррупцилле ӗçсемпе кӳнӗ тăкака 100 процентӗнчен те ытларах тавăрнă.

Кăçал 10 уйăхра коррупципе çыхăннă преступлени туни çинчен 846 хыпара регистрациленӗ. Вӗсенчен 70 процентне ТР ШӖМ пӗлтернӗ, 13 проценчӗ следстви тӗпчевӗ вăхăтӗнче палăрнă, ыттисем прокуратурăпа ФСБран тата граждансенчен килнӗ. Ку статьяпа пуçарнă 795 уголовнăй ӗçрен 96 процентне тӗпчесе пӗтернӗ. Кун çинчен çак кунсенче «Татар-информ» агентствăра иртнӗ пресс-конференцире РФ Следстви комитечӗн Тутарстанри управленийӗн ертӳçин çумӗ Марсель Дулкарнаев пӗлтернӗ.

Спикер сăмахӗсемпе, республикăн право хуралӗпе пӗрле ӗçленипе коррупципе çыхăннă преступленисене уçса парасси ӳснӗ. Следстви комитечӗ тӗпчесе пӗтернӗ 1169 уголовнăй ӗçӗн виççӗмӗш пайӗ шăпах коррупципе çыхăнни. Çакнашкал 400 уголовнăй ӗçе пăхса тухмашкăн кăçал суда янă. Ку вара юлашки 5 çулăн çулталăкри кăтартăвӗсенчен те иртсе каять.

Марсель Дулкарнаев сăмахӗпе, профилактика ӗçӗсем çине питӗ пысăк тимлӗх уйăрнин çимӗçӗ ку. Кашни уголовнăй ӗç тăрăх следовательсем  коррупцилле ӗçе тума хистенӗ сăлтавсемпе условисене пӗтерме хистеççӗ. Коррупци мӗн патне çитерессине массăллă хыпр хатӗрӗсенче тӗлпулусенче пурӗ 800 хутчен тухса калаçнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество