Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

 Кăçал Раççей шайĕнчи "Кĕмĕл сасă" фестиваль ака уйăхĕнче иртĕ

Чăваш наци конгресĕн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Республикинчи культура, наци ĕçĕсен тата архив ĕçĕн Министерстви пулăшнипе кашни çул йĕркелекен "Кĕмĕл сасă" фестиваль-конкурса кăçал ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче ирттерме йышăннӑ

Чăваш наци конгресĕн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Республикинчи культура, наци ĕçĕсен тата архив ĕçĕн Министерстви пулăшнипе кашни çул йĕркелекен "Кĕмĕл сасă" фестиваль-конкурса кăçал ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче ирттерме йышăннӑ. 

Çакăн пирки пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче иртнĕ йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕнче палӑртнӑ.

Пĕлтĕр коронавирус амакне пула паллă фестивале кĕркунне кăна ирттерме май килчĕ. Ун чух мероприятие куракансемсĕр йĕркелемелле пулчĕ пулсан та, вăл ăнăçлă, çÿллĕ шайра иртнĕччĕ, регионсенчен те юрлама ăста чăваш яш-кĕрĕмĕ самай йышлăн пуçтарăннăччĕ.

Кăçалхипе 22-мĕш хут иртекен "Кĕмĕл сасă" фестивале вара Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ çамрăксен театрĕн пысăк залĕнче, куракансенсемпе ирттерме йышăннӑ. Паллах,  санитари нормисене пăхăнса пулĕ вăл. 

Чăваш республикинчи районсемпе хуласен конгресс уйрăмĕсемпе район администрацийĕсем тата Раççей регионĕсенчи чăваш наци культура автономийĕсем тăрăшнипе халĕ конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕ пырать. Унта çĕнтернисем Шупашкара финала килĕç. 

Чăваш эстрада юррине кăмăллакан, ăна тĕрĕс те çÿллĕ шайра шăрантарма ăста çамрăксене хамăр фестивале хутшăнма йыхравлаҫҫӗ.

Фестиваль-конкурсăн положенине (йĕркине) çитес кунсенче районсемпе хуласене тата регионсене çитерĕҫ. 

Ҫак конкурса Тутарстан юрӑҫӗсем те хутшӑнасса шанас килет. 

Ыйтса пĕлмелли телефон: 89176701821 ЧНК, йышăну пÿлĕмĕ.

Эл.почта: congress21@mail.ru

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев