Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кăçал Тутарстанра 1,7 пин автомобиле газ çине куçарнă

Çакă сиенлӗ хутăшсене атмосферăна 2,8 пин тонна сахалрах кăларма май панă, тесе пӗлтерет ТР Экологи министерствин пресс-служби

«Тавралăха сахалтарах сиен кӳрӗнтӗр тесе 2021 çулта автотранспорта мотор топливин сахал сиенлӗ тӗсӗсем çине куçарассине малалла тăснă. Ку енӗпе малти вырăнта çутçанталăк газӗ тăрать.

Тутарстанри 558 заправкăра мотор топливин пасне рекуперацилекен (тытса чаракан) система пур, çакă сывлăша сиенлӗ хутăшсем лекесрен лайăх сыхлать. Çулталăк хушшинче атмосферăна таса мар япала 5,5 пин тонна сахалтарах çакланнă.

2021 çулăн 10 уйăхӗнче атмосфера сывлăшне вараланине тӗрӗслекен автоматикăлла ӗçлекен станцисем сывлăшра таса мар хутăшсем пуррине 1,5 пин хут палăртнă. Пӗлтӗр çак кăтарту 1,8 пин пулнă.  

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев