Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

КĂÇАЛХИ САКĂР УЙĂХРА ÇУЛ ÇИНЧЕ 199 ÇЫН ВИЛНӖ

​​​​​​2022 çулхи сакăр уйăхра çул-йӗр çинчи инкексен шучӗ, пӗлтӗрхипе танлаштарсан чакнине, анчах вӗсенче вилекенсен шучӗ ӳснине пӗлтернӗ Тутарстанăн тӗп автоинспекторӗ Рустем Гарипов ТР Правительствин çул-йӗр хăрушсăрлăхӗпе тивӗçтерессипе комиссийӗн ларăвӗнче.

Енчен те пӗлтӗр 8 уйăхра çулсем çинче 2326 инкек пулнă пулсан, кăçал – 2114. Вӗсенче пӗлтӗрхинчен 14 çын ытларах вилнӗ. 8 уйăхра Тутарстан çулӗсем çинче кăна 199 çыннăн пурнăçӗ татăлнă. Тӗп сăлтавсенчен пӗри – çул-йӗр правилисене пăсни.

Иртнӗ эрнере Нурлат районӗнчи Чулпаново ялӗ патӗнче те акă пысăк инкек пулнă. Куракансем каланă тăрăх, кунта «Лада Вестăпа» «Лада Калина» машинăсем çул пайлайман. Пӗр пӗрин çумне пырса çапăннипе иккӗшӗ те çул хӗррине чăмнă. Аварире виçӗ хӗрарăм тата пӗчӗк хӗрача аманнă. Пурне те больницăна ăсатнă. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев