Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

КĂÇАЛХИ УЯВА ÇАМРĂКСЕМПЕ АЧАСЕНЕ ЫТЛАРАХ ЯВĂÇТАРАСШĂН

Сиктӗрмери этнокомплексра чăваш Хӗл Мучийӗн резиденцине тăвас шухăш пур

Сиктӗрмери этнокомплексра чăваш Хӗл Мучийӗн резиденцине тăвас шухăш пур

Чăваш культурипе чӗлхине аталантарас темăпа çавра сӗтел Элкел районӗнчи Сиктӗрмери Петӗр Хусанкай музей-клубӗнче иртрӗ. Унта районти чăваш ял хутлăхӗсен пуçлăхӗсем, шкул директорӗсем, чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем, ача сачӗсен заведующийӗсем, библиотекарьсем, клуб ӗçченӗсем хутшăнчӗç. Президиумра ТР ЧНКА Канашӗн председателӗн çумӗ Константин Малышев, Элкел муниципаллă районӗн пуçлăхӗн çумӗ Мария Платонова, «Çӗнӗ Сăвар» этнокомплексăн ертӳçи Инна Лисина  тата Ольга Салюкова вӗрентекен ларчӗç. 

Пухăннисем пӗлтӗрхи Уяв еплерех иртнине хакларӗç, çитменлӗхсене пăхса тухса тишкерчӗç. Çитес Уяв тата лайăхрах пултăр тесе мӗн тумаллине сӳтсе яврӗç. 

Иртнӗ Уявра сценăсем çинче те, лапамра та хăнасем хуçаланчӗç. Элкел районӗн чăвашӗсене çынсем кураймарӗç тесен те юрать. Çав вăхăтра Петӗр Хусанкай ентешӗсем культура тӗлӗшӗнчен те, пултарулăхпа та ыттисенчен кая мар. Районта чăвашла вӗрентекен 6 шкул кăна пулсан та, чăваш ялӗсем, чăвашпа хутăш ялсем ку тăрăхра сахал мар. 

2023 çулхи Уява çамрăксене ытларах явăçтарас тесе тăрăшмалла. Çакăн валли «Уяв пики» конкурса çеç ирттерни çителӗксӗр. Кăçал çамрăксен «Аталан» пӗрлешӗвӗ Уяв умӗн икӗ кун маларах Сиктӗрмере чăваш çамрăкӗсен пултарулăх фестивальне ирттерме хатӗрленет. 

Çакă тӗп мероприятие яш-кӗрӗме ытларах илӗртме май парӗ. 

Çавăн пекех кăçалхи Уявра ачасен пултарулăхӗн конкурсне ирттерме палăртрӗç пухăннисем. Ачасене халăх вăййисене те выляма вӗрентмелле, юрлама-ташлама та. 

Кăçалхи Уявра килти сăра фестивальне ирттерме палăртнă, «Янра, хут купăс» конкурса, çыравçăсемпе сăвăçсене уйрăм сцена парасшăн. Мӗншӗн тесен кăçал чăваш халăхне çутта кăларакан И.Я.Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитет. 

Инна Лисина каланă тăрăх, Уяв унта хутшăнакансемпе куракансене кăна мар, туристсене те илӗртмелле. Паянхи кун Сиктӗрмери этнокомплексра пулас музейсен кӳлеписем ӳссе ларнă ӗнтӗ. Крепоçра салтаксен казармисемпе лаша витисем пулаççӗ. Шурă мунчасене туса лартнă ӗнтӗ, малашнехи планра – хура мунчапа шыври мунча тăвасси. Хӗллехи каникул вăхăтӗнче кунта нумай çын ачисемпе пӗрле канма килнӗ. Вӗсем валли йӗлтӗр, коньки, лашапа ярăнассине хатӗрленӗ. Анчах та ку çителӗксӗр. Çавăнпа та чăваш Хӗл Мучийӗн резиденцине те тăвас шухăш пур сиктӗрмесен.  

Вырăнти зоопарка хăш-пӗр чӗрчунсене илсе те килнӗ ӗнтӗ. Ял хӗрринче маралсемпе тӗвесем хӗл каçнине пӗлекен сахал пулӗ. Сиктӗрме акăшӗсем те ниçта та вӗçсе кайман, куракансене кӗтеççӗ. 

Элкел чăвашӗсем хастар пулмасан çак комплекса аталантарма çăмăл пулмасть. Мӗншӗн тесен вăл чи малтан Хусанкай ентешӗсен культурине сăнарламалла. 

Пухăннисем йӗркелӳ ушкăнне кӗрекен çынсене палăртса кашни эрнере тӗл пулса канашлама калаçса татăлчӗç. 

 

Меркурий КЛАВДИН.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Дни чувашской культуры