Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Качака усракансене те субсиди парăнать

Заявка памалли йӗркепе, мӗнле-мӗнле документсем кирли пирки информаципе ТР Ял хуçалăхпа апат-çимӗç министерствин сайтӗнче паллашма пулать.

ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерстви ӗне, качака усрассипе çыхăннă тăкакăн пӗр пайне саплаштарас шутпа кăçал та харпăр хуçалăхсене субсиди парассине пӗлтерет. Вырăнти ял хутлăхӗсем харпăр хуçалăхсенчен заявкăсене 2021 çулхи июлӗн 25-мӗшӗччен йышăнаççӗ.  Заявкăна тата документсене граждансем ял хутлăхӗсене кайса та, «Мои субсидии» приложени урлă электронлă майпа та пама пултараççӗ.
Çапла вара сăвăнакан пӗр пуç ӗне тытакансене – 2300 тенкӗ,
2 пуç ӗне тытакансене – кашни ӗнешӗн 3300-шер тенкӗ,
3 тата ытларах ӗне пуррисене  – кашни ӗнешӗн 4300-шер тенкӗ.
Сăвăнакан качака тытакансене вара пӗр пуçшăн 350 тенкӗ субсиди парăнать.
Заявка памалли йӗркепе, мӗнле-мӗнле документсем кирли пирки информаципе ТР Ял хуçалăхпа апат-çимӗç министерствин сайтӗнче паллашма пулать.
Хамăр корр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев