Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Каçпа кайнă вăрмана кăмпа, мăйăр пуçтарма

Çанталăк кӗр енне сулăнсан час тӗттӗмленет, вăрманта пушшех те

«Каçа хирӗç вăрмана пӗччен ан кай, аташса каян», – тетчӗç ваттисем. Хальхи вăхăтра ваттисене итлекен çук пулмалла.

Пăвари çăлавçăсем каçа хирӗç вăрмана кăмпа татма кайнă хӗре тупма пулăшнă.

Раççей Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Тутарстанри Управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, ӗç-пуç Пăва районӗнчи Элшел вăрманӗнче пулса иртнӗ. Кăмпа пуха-пуха çамрăк шалалла кӗрсе кайнă.

Çанталăк кӗр енне сулăнсан час тӗттӗмленет, вăрманта пушшех те. Каялла тухма çул тупаймасăр хӗрупраç нумай аташса çӳренӗ. Каçпа çиччӗмӗш çурринче вăл пулăшу ыйтса спасательсене шăнкăравланă.

Виçӗ сехет иртсен çăлавçăсем хӗре тупса ăна вăрмантан тухма пулăшнă.  

МЧС пресс-службин сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев