Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кадр ыйтăвӗ çапах пур, тивӗçлӗ канăва каякансем вырăнне çамрăк специалистсене шырамалла

Çӗпрел районӗнчи Чăваш Çӗпрелӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкулта майăн 17-мӗшӗнче пултăмăр. Журналистсене кунта ăшшăн кӗтсе илчӗç. Пирӗн тӗллев вӗренекенсемпе курса калаçасси тата цифра урокӗ епле иртнипе паллашасси пулчӗ. Ку ӗç республикăра Цифровизаци çулталăкӗн программипе пурнăçланса пырать. Çӗпрел районӗнче вӗрентӳ учрежденийӗсенче цифра урокӗсем ирттерессине Ӗçтăвком ертӳçин экономика аталанăвӗпе, финанс тата ял хуçалăх производстви енӗпе çумӗ Ильмир Измайлов пурнăçласа пырать. Хальхинче урок 6 тата 9-мӗш классем валли иртрӗ. 

Шкулăн пӗтӗмӗшле лару-тăрăвӗпе Марина Аръяхова паллаштарчӗ. Директор должноçӗнче вăл 4-мӗш çул ӗçлет, педагог стажӗ 27 çул. 

Марина Владимировна пӗлтернӗ тăрăх, çӗнӗ шкул 2008 çулта уçăлнă. «Ун чухне 215 ачапа куçрăмăр кунта. Халӗ шут ик хут чакрӗ – 101 ача юлчӗ. Пурте чăвашçӗпрелсем, 5-шӗ кăна Хăймалуран килеççӗ», – терӗ Марина Владимировна. 

2021-2022 вӗренӳ çулӗ пысăк кăтартупа пуçланнă: 1-мӗшне харăсах 16 ача килнӗ. Кун пеккине халӗ ял хутлăхӗсенче пит сайра тӗл пулатăн. Шел те, çитес çул пурӗ те 4 ача вӗренме килет. 11-мӗшӗнчен вара 8-ăн тухса каяççӗ. 

ТПЭ (тӗп патшалăх экзаменӗ), ППЭ (пӗрлехи патшалăх экзаменӗ) кăтартăвӗсем те шкулăн аван, парайманнисем çук. Вăтам балл районтипе танлаштарсан пысăкрах. «Медалистсем çапах виççӗмӗш  çул ӗнтӗ çук. Шкул хыççăн пурте тенӗ пек аслă шкулсене вӗренме кӗреççӗ. Хусана каякансем сахалрах, ытларах Шупашкара, Ульяновска суйлаççӗ. Тăххăр пӗтерекенсем кăçал 12-ӗн. Саккăрăшӗ шкултах юлма шутлать, ыттисем техникумсене, училищӗсене вӗренме кӗресшӗн. ППЭ хăратнипе те çыхăннă ку», – тет директор.

Марина Аръяхова сăмахӗсемпе, аслă пӗлӳ илнисен хушшинче тăван яла ӗçлеме таврăнакансем те пур. Ку, паллах, хавхалантаракан пулăм.  Ольга Маханова, сăмахран, Ульяновскри педагогика институтӗнчен вӗренсе тухсан тăван района таврăннă. Халӗ центрти лицейра биологи предметне илсе пырать. Ваканси пулнă пулсан ăна хамăр патах илнӗ пулăттăм терӗ Марина Владимировна. Икӗ выпускник – Николаева, Хрисанова тухтăр специальноçне илсе таврăннă. 

Кадр ыйтăвӗ çапах пур, тивӗçлӗ канăва каякансем вырăнне çамрăк специалистсене шырамалла. Физика предмечӗпе вӗрентекен кирлӗлӗхӗ сиксе тухсан шкул директорӗ «Земский учитель» проекта хутшăнса ыйтăва татса панă. Халӗ вӗрентекен Патăрьел районӗнченех килсе çӳрет, кашни кун. Кунтах пурăнма хваттер пама та пулнă, анчах вӗрентекенӗн çемйи пур, вӗсем урăх çӗрте пурăнма хатӗр мар. 

 «Земский учитель» проект пирки каласан вăл пит лайăх пуçару, çак программа тăрăх шкула ӗçлеме вырнаçсан патшалăх вӗрентекене 1 миллион тенкӗ укçа парса хавхалантарать. Тӗп услови – янă çӗрте 5 çул ӗçлемелле. 

Марина Владимировна хăй те Чăваш Çӗпрелӗнчи шкултан вӗренсе тухнă. Ульяновскри пединститутра физмат факультетне пӗтерсен çамрăк специалист тăван кӗтесех таврăннă. 

2000 çултан пуçласа директорăн воспитани енӗпе çумӗ, 2003 çултан – вӗрентӳ енӗпе çумӗ пулса вăй хунă. Директор должноçӗнче 4 çул ӗçлет. 

«Пӗри кăна кулянтарать: хăв предметна шел. Унпа кирлӗ чухлӗ ӗçлейменнишӗн», – тет Марина Владимировна. Кун йышши каланине ытти директорсенчен те нумай илтнӗ. Вӗсен тивӗçӗсем шутсăр нумай, вӗрентӳ ӗçӗсӗр пуçне административлă хуçалăх тивӗçӗсемпе ыйтăвӗсем, отчетсем, тӗрӗслевсем, педколлектившăн, вӗренекенсемшӗн пыракан яваплăх тата ытти тем те пӗр. Вӗрентес туртăм тем пек пысăк пулсан та ăна пуçӗпе парăнма должность чăрмантарать. «Ак пирӗн чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Валентина Петрова та административлă ӗçе кӳлӗнчӗ – директорăн вӗрентӳ енӗпе çумӗ вăл халь. Пӗлетӗп, чӗри ун ыратать юратнă предметшăн, 12 сехетне хăйех илсе пырать-ха», – шкул пурнăçӗпе малалла паллаштарчӗ Марина Владимировна. 

Сăмах май, Валентина Петрова вӗрентекен ăçта кайса кӗчӗ-ши тесе тахçанах ыйту çуралнăччӗ. Акă хуравӗ те тупăнчӗ. Вӗрентекенсен хушшинче иртекен республика шайӗнчи мероприятисенче ăна ялан курма пулатчӗ. Юлашки çулсенче хутшăнми пулчӗ, интересӗ çухалчӗ-ши тесе те шутланă. Валентина Николаевна ялан çӗнтерӳçӗсен шутӗнчеччӗ, Шупашкарта иртекен конкурссене хутшăннине те лайăх пӗлетпӗр. Ӗçӗ ав мӗнре иккен. Чăваш чӗлхипе литературине халӗ Альбина Артемьева илсе пырать. Тăван чӗлхене кунта виçӗ сехет уйăрса панă: икӗ урок чӗлхене, пӗр урок литературăна вӗренеççӗ. 

Вӗренекенсем пирки каласан, вӗсем активлă. Район, республика шайӗнчи конкурссене, мероприятисене хутшăнаççӗ. «Точка роста» программа тăрăх, шкула тӗрлӗ оборудовани панă. Шкулта дронсемпе ӗçлессипе кружок уçнă. Хусанти конкурсран чăвашçӗпрелсем 3-мӗш вырăн илсе таврăннине пӗлтерчӗ директор. Кружок ӗçне информатика учителӗ Алексей Годунов илсе пырать. 

Тӗпчев ӗçне активлă хутшăннине те палăртса хăварчӗ шкул директорӗ. Ку ырă йăла кивӗ шкулранах куçнă. Кашни предметпа тенӗ пек вӗрентекенсем ачасене наукăлла тӗпчев ӗçӗсем çырма хăнăхтараççӗ. Малтан конференцисем шкул, унтан район, вара республика шайӗнче иртеççӗ. Марина Владимировна шучӗпе, ку ачасемшӗн пысăк опыт, çав шутра коммуникативлă пултарулăха туптас енӗпе те. 

 

Ирина ГОРДЕЕВА.

К.Малышев сăнӳкерчӗкӗнче: Чăваш Çӗпрел шкулӗнче.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев