Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кăкшăм ăшне тăхăмсене вуламалли çырусем хучӗç

йУяв пулмалли лапам çывăхӗнче чултан çуртсем хăпартăнаççӗ, хулаш стени çӗкленет. «Ку хăна çурчӗ пулать, – тесе ăнлантарать Кивӗ Хăрата ял хутлăхӗн çӗнӗ пуçлăхӗ Иван Кудряшов эпир Уяв пулас тӗле çыывхарнă май, – ун çумӗнче икӗ хутлă тӗп трибуна. Хӗл ăшă пулнипе кунта чылай ӗçе туса пыма ӗлкӗрчӗç».

Чăнах та, лапамăн тепӗр енче крепоçăн башнисем çӗкленме пуçланă. Строительсем эпир унта çывхарнă чух та ӗçе чармарӗç. Кашни кун шутлă, Уява ӗлкӗртесчӗ тесе пурте тăрăшаççӗ. Çак кун халăхпа пӗрле унăн стенисене пӗрремӗш кирпӗч хуракансем çаксем пулчӗç: Иван Казанков, «Звениговский» СХПК ертӳçи, Евгений Чугунов «Хузангаевский» ООО ертӳçи, Элкел районӗн пуçлăхӗ Александр Никошин, Патăрьел районӗн пуçлăхӗ Рудольф Селиванов, Чăваш Наци Конгресӗн президенчӗ Валерий Клементьев тата ыттисем.   

Малтан мăчавар кӗлӗ вуларӗ, Турăран ирӗк ыйтрӗ. Вут чӗртнӗ хурансенче пăтă пиçет. Унтан хисеплӗ хăнасем сăмах каларӗç. Çакнашкал мешехене пӗрремӗш хут куракансем пулса иртнине телефонӗсем çине ӳкереççӗ. Крепость алăкӗ пулмалли башньăри стена ăшне кантăк пысăкăш тарăн мар шăтăк тунă. Унта кăкшăм хучӗç. Ун ăшӗнче пулас ăрăва халалланă пехил çырăвӗсем. Иван Казанков ятӗнчен, ЧНК Президиумӗнчен тата Чăваш Республикин Пуçлăхӗнчен. Халăхăн чӗлхипе йăлисене малалла тăсмалли çинчен, пӗр-пӗрне пулăшса пӗрле туслă пурăнмалли çинчен çырнă унта. Çӗр çултан уçса пăхмалли çырусен хушшинче Сиктӗрме-Хусанкайра хальхи вăхăтра пурăнакан 307 çыннăн ячӗсемпе хушамачӗсене, хăçан çуралнисене çырнă список та пур.  
Çак мешехен авторӗ Эдуард Бахмисов пулнине шута илсе, кăкшăма вăл мăчаварпа пӗрле кӗленче айне хучӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев