Сувар

Кӑҫал пӗрремӗш хут шахтерсен Пӗтӗмтӗнчери Сабантуйӗ пулать

Кемерово облаҫӗнче 40 пине яхӑн тутар пурӑнать

2021 ҫулхи июнӗн 26-27-мӗшӗсенче Кемеровора историре пӗрремӗш хут шахтерсен Сабантуйӗ иртет. Ҫакӑн ҫинчен тутар ялӗсенче пурӑнакан усламҫӑсен Пӗтӗмраҫҫейри IX съездне уҫнӑ чухне ТР Премьер-министрӗн ҫумӗ, Пӗтӗмтӗнчери тутар конгресӗн "Милли шурӑ" наци канашӗн председателӗ Василь Шайхразиев пӗлтернӗ.

"Тутарсен историне пӑхас пулсан, шахтерсем питӗ нумай. 1920-1930 ҫулсенче тутарсем Кемеровора, Луганскра, Донецкра, Казахстанра шахтӑсенсе ӗҫленӗ. Кузбасс Пуҫлӑхӗ Сергей Цивилев Тутарстан Президентӗнчен Кузбасс 300 ҫул тултарнӑ тӗле шахтерсен Сабантуйне ирттерме ыйтнӑ, мӗншӗн тесен шахтерсем хушшинче тутар питӗ нумай",– тесе пӗлтернӗ вӑл. 

Шайхразиев сӑмахӗсемпе, Президент задача лартнӑ, эрне каялла ӗнтӗ пулас мероприятин йӗркелӳ ыйтӑвӗсемпе канашлу иртнӗ ӗнтӗ. 

Кемерово облаҫӗнче 40 пине яхӑн тутар пурӑнать.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: