Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кăларăмра Петр Егоровăн кун-çулӗ, тӗнчекурăмӗ

Нумай пулмасть Пичет çуртӗнче «Петр Егоров — наш современник» кӗнекен хăтлавӗ иртрӗ. Кăларăм Чăваш кӗнеке издательствинче кун çути курнă, ăна П. Е. Егоров зодчий ячӗллӗ «Ăрусен астăвăмӗ» культурăпа истори еткерлӗхӗн фончӗн учредителӗ тата директорӗ Евгений Дмитриев пухса хатӗрленӗ. Яваплă редакторӗ — Атнер Хусанкай, издательство редакторӗ — Владимир Степанов.

«Ку кăларăм — монографи мар, ăна историлле тата публицистикăлла кăларăм тесен тӗрӗсрех пулӗ. Унта историксен, ӳнер, тăван ен тӗпчевçисен, Шупашкар, Мускав, Питӗр тата Таллин хулисенчи чиркӳсенче тăрăшакансен статйисем кӗнӗ. Вӗсем архитектор мӗнле çемьере çуралса ӳснине, ăçта вӗреннине, пултарулăх çулӗ çине еплерех тухнине каласа параççӗ, унăн еткерлӗхӗпе туллин паллаштараççӗ», — тесе палăртнă статьясен пуххинче кăларăма пухса хатӗрлекен.

Кӗнеке уявне Чăваш кӗнеке издательствин ӗçченӗсем, Ирина Андреева ӳнерçӗ, статьясен авторӗсем тата ыттисем те хутшăнчӗç. Малтанах Евгений Дмитриев кăларăма хатӗрлес шухăш еплерех çуралнине каласа пачӗ.


— Петр Егоров Çуллахи сад картине калăплакансенчен пӗри пулнине эпӗ ача чухне, 1961 çулта, пӗлтӗм. 1-мӗш класа каяс çул çулла эпӗ атте-аннепе Ленинград хулине кайса курнăччӗ. Нумай-нумай çул иртсен, 2017 çулта, ӗçлӗ çӳревпе Питӗр хулине кайрăм. Манăн ун чухне тӗп тӗллев пирӗн республикăри паллă кондитер фабрикин франчайзинг-формине çав хулара усă курма бизнес-партнерсене ӳкӗте кӗртесси пулнă. Май килмерӗ. Çапах та эпӗ çав çӳреве чи ăнăçли тетӗп. Мӗншӗн-и? Мӗншӗн тесен çавăн чухне маншăн пӗлтерӗшлӗ самант пулчӗ, эпӗ Питӗр хулинче пурăнакансем Христос Çуралнин чиркӗвне Пески историлле районта çӗнӗрен çӗклес тесе тăрмашнине пӗлтӗм. Вӗсене Андрей атте ертсе пынă иккен. Çак чиркӳ Петр Егоровăн юлашки архитектура ӗçӗ пулнă.

Унта эпӗ те хутшăнас, вӗсене пулăшас терӗм, кӗçех П. Е. Егоров зодчий ячӗллӗ «Ăрусен астăвăмӗ» культурăпа истори еткерлӗхӗн фондне йӗркелерӗм. Акă Петр Егоров çинчен кӗнеке те кăлартăм, ăна хатӗрлесе çитерес ӗç тăватă çула пычӗ. Кӗнеке валли статьясем пухасси мар, тӗрлӗ ыйтăва татса парасси чылая тăсăлчӗ, Эстонири Пярну хулипе темиçе хут та çыхăнма тиврӗ. Статьясен пуххине издательствăна çитериччен фактсене тӗрӗслесе тӳрлетесси уйрăмах кăткăс пулчӗ, — каласа пачӗ тӗлпулура Евгений Васильевич. — Чăваш кӗнеке издательстви хатӗрленӗскер, кӗнеки мана кăмăла каять, — тесе хушса хучӗ вăл вӗçӗнче.

Кăларăмăн яваплă редакторӗ — хӗвелтухăç тӗпчевçи, филолог, Чăваш наци конгресӗн хисеплӗ Президенчӗ Атнер Хусанкай. Вăл та Петр Егоров еткерӗ çинчен тӗплӗ каласа пачӗ.

— Вулама интереслӗ кăларăм, — терӗ вăл. — Унта Петр Егоровăн кун-çулӗ, тӗнчекурăмӗ лайăх палăрать. Кӗнекере Петр Егоров хутшăнма пултарнă ӗçсем çинчен те каланă: Çуллахи сад карти, Мрамор кермен тата Ӗç çурчӗ (Служебный дом)… Унăн пӗрремӗш архитектура ӗçӗ Эстонири Пярну хулинче пулнă. Çав ӗçе усă курса кайран Прибалтикăра нумай-нумай чиркӳ тунă. Тата манăн çакăн пек саманта та пăлартса хăварас килет: гражданин пек Петр Егоров çӳле çӗкленнӗ пулсан, архитектурăра — чаплă çынсен хыçӗнче тăнă — «заархитектор» шутланнă. Нимӗн те тăваймăн, вăхăчӗ çапла пулнă. Çавăнпа хальхи тӗпчевçӗсен, историксен ӳнерте унăн тӳпи пуррипе çуккине тӗпчемелле, палăртмалла.

Коллектив ячӗпе кӗнекери автор, Чăваш наци музейӗн çӗнӗ тата чи çӗнӗ истори секторӗн ертӳçи, истори ăслăлăхӗсен кандидачӗ Андрей Зарубин тухса калаçрӗ, вăл музейра Петр Егоровăн пӗрремӗш куравне йӗркелени çинчен каласа пачӗ.

Ольга ФЕДОРОВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чувашская литература