Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

  Каларӑм вӗт эпӗ сана унпа ан ҫӳре тесе...

Уголовнӑй ӗҫ пуҫарнӑ, следстви малалла пырать.

Хусанта пӗр каччӑ виҫӗ ҫынна вӗлернӗ.

Ҫамрӑк хӑйӗн савнине тата унӑн ашшӗпе амӑшне пуснӑ. Ҫакӑн ҫинчен журналистсене Раҫҫей Следстви комитечӗн Тутарстанри Следстви управленийӗн ертӳҫин ҫумӗ Андрей Шептицкий пӗлтернӗ. 

Трагеди ӗнер, январӗн 7-мӗшӗнче Хусанти Чуйков урамӗнче пулса иртнӗ. 22 ҫулти каччӑ хӑйӗн 19-ти савнийӗ патне хӑнана килнӗ. Унта вӑл хӗрӗн ашшӗ-амашӗпе хирӗҫнӗ. Нумай шутласа тӑмасӑр каччӑ ҫӗҫӗ илет те малтан 59 ҫулти хӗрарӑма сӗрсе пӑрахать, унтан унӑн 62 ҫулти упӑшкине. Кайран хӑйӗн савнине те ҫӗҫӗпе чиксе вӗлерет. Ун хыҫҫӑн ҫын вӗлерекен хӑйӗн пурнӑҫне татма хӑтланнӑ. 

Каччӑ хӗрӗн ашшӗ амашӗсемпе лешсем вӗсен хӗрӗпе ҫӳреттересшӗн маррипе хирӗҫнӗ мӗн.

Ҫемьене вӗлернӗ хыҫҫӑн каччӑ вилес тесе пулмалла 4-мӗш хутран сикет. Халӗ вӑл реанимацире.

Уголовнӑй ӗҫ пуҫарнӑ, следстви малалла пырать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев