Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Калейдоскоп культур» кӗнекере Нурлат чăвашӗсем çинчен çырнă

Чăваш халăхне халалланă пайра пилӗк автор статйине пичетленӗ. Вӗсем Нурлат районӗнче пурăнакан чăвашсен чӗлхи, йăли-йӗрки, сăмахлăхӗ, кӗвви, культури çинчен çырнă.

Хусанти Г.Ибрагимов ячӗллӗ Чӗлхе, литература тата ӳнер институчӗ 2021 çул вӗçӗнче «Калейдоскоп культур» кӗнеке хатӗрлесе çитерчӗ. Кӗнекене Тутарстан Республикинчи Тăван чӗлхесен тата халăхсен пӗрлӗхӗн çулне халалланă мероприятисен шутӗнчи проектпа пурнăçланă. Проект авторӗ —  К.М.Миннуллин, ăслăлăх редакторӗсем –  Р.Р.Султанова тата И.И.Ямалтдинов, пухса хатӗрлекенӗ тата яваплă редакторӗ – Н.В.Герасимова. Статьясен пуххи ТР Наукăсен академийӗн издательствинче пичетленсе тухнă.


Кӗнекене ăслăлăх енчен тишкерекен «Калейдоскоп культур» проекта тӗпе хурса Тутарстан Республикинче пурăнакан халăхсен йăли-йӗркине, сăмахлăхне тӗпчес енӗпе ирттернӗ комплекслă ăслăлăх экспедицийӗсен материалӗсем кӗнӗ. Çак сборнике кӗнӗ ăслăлăх статйисенче тутар, мари, мордва (мăкшă), удмурт тата чăваш халăхӗн чӗлхе, сăмахлăх, культура уйрăмлăхӗсене тишкернӗ. Кӗнекене этнографсем, лингвистсем, фольклористсем, историксем, культурологсем, искусствоведсем валли тата Тутарстанти халăхсен историйӗпе, культурипе интересленекенсем валли çырса хатӗрленӗ.
Кӗнеке вырăсла тухнă. Тӗрлӗ халăх сăмахлăхӗн тӗслӗхӗсене, паллах, хăйсен чӗлхипе панă, вырăсла куçарса ăнлантарни те пур.
Чăваш халăхне халалланă пайра пилӗк автор статйине пичетленӗ. Вӗсем Нурлат районӗнче пурăнакан чăвашсен чӗлхи, йăли-йӗрки, сăмахлăхӗ, кӗвви, культури çинчен çырнă. И.П.Семенова «Этноязыковая культура нурлатских чувашей» статйинче Нурлат чăвашӗсен чӗлхе культурине тӗпченӗ. Г.Г.Ильина «Фольклорно-этнографические традиции чувашей Нурлатского района Республики Татарстан (по материалам фольклорной экспедиции)» ӗçӗнче Нурлат тăрăхӗнчи чăвашсен йăли-йӗркин пуянлăхне тишкернӗ. Л.И.Бушуева «Музыкальные традиции чувашских поселений Нурлатского района Республики Татарстан» ятпа пичетленнӗ статйинче фольклор юрри-кӗввине тишкернӗ. Е.В.Сергеева «Надгробные памятники и намогильные юпа Нурлатского района Республики Татарстан» ӗçӗнче чăваш масарӗсем çинчи юпасем çинчен çырнă. Е.В.Федотова (Ермилова)   «Современное состояние традиционного фольклора чувашей Нурлатского района Республики Татарстан (по материалам экспедиции 2008 г.)» статйинче тăван Нурлат районӗнчи чăвашсен авалтан килекен йăли-йӗрки çинчен, ӗлӗкрен упранса юлнă халăх сăмахлăхӗн пуян тӗслӗхӗсене кăтартнă. Вӗсене автор 1992 çултанпа паянхи кунччен ятарласа пухнă, кашни текста юратса çырса илнӗ, нумай текста манăçа тухасран упраса хăварнă, паянхи вулакан патне илсе çитернӗ. Елена Владимировна 2008 çулта Раççей гуманитари наука фончӗн грантне илме тивӗçнӗ, çав грантпа Нурлат районӗнче ятарласа темиçе экспедици ирттернӗ, чăваш халăх сăмахлăхӗн тӗслӗхӗсене çырса илнӗ. Тутарстан Республикин Нурлат районӗнчи халăх сăмахлăхӗ пуян пулнине палăртмалла. Ăна упраса хăварасси – пирӗн тивӗç.

Елена ФЕДОТОВА,
филологи ăслăлăхӗсен
кандидачӗ.
Шупашкар.
Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество