Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Калуга, Волгоград, Курск облаҫӗсенче пурӑнакансем СВОна Эльмет хулинчен кайнӑ

Паян Эльмет хулинчен Раҫҫей Оборона министерствипе контракт ҫырнӑ 20 ҫын ятарлӑ ҫар операцине кайни пирки «Татар информ» ИА муниципаллӑ йӗркелӗнӗвӗн пресс-служби пӗлтернӗ.

Контракт тунисем хушшинче Пушкӑрт Республикинчен, Свердловск, Удмурт, Калуга, Волгоград тата Курск облаҫӗнче пурӑнакансем. 

«Эпир пултаратпӑр, пирӗн  хамӑрӑн ҫӗнтерӗве кашни тӳпе кӗртмелле. Хӑрани ҫук — эпӗ салтак тивӗҫне пурнӑҫлама каятӑп!» — каланӑ контракт ҫыракансенчен пӗри.

Элмет хулине кӳршӗ регионсенчен контракт ҫырма килекенсен йышӗ ӳссех пырать. Кунта контракт ҫырас вӑхӑта самаях кӗскетнӗ — виҫӗ сехет хушшинче документсем хатӗр пулаҫҫӗ. 

Унсӑр пуҫне район пуҫлӑхӗ Тимур Нагуманов хушнипе контракт ҫыракансене военторгра обмундировани туянма 20 пинлӗх сертификат парӑнать. 

Элмет районӗн пресс-службин сӑнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: СВО