Сувар

Кальян хупахӗсене те хупаҫҫӗ

Апрелӗн 2-мӗшӗнчен ҫӗнӗ йӗркене пӑсакансене 15-40 пин тенке штрафлӗҫ.

Роспотребнадзорӑн Тутарстанри управленийӗн специалисчӗсем
апрелӗн 1-мӗшӗ тӗлне самоизоляци режимне пӑснӑшӑн 28 штраф ҫырса панӑ. Ку вӑл Раҫҫее ют ҫӗршывсенчен килнӗ тутарстансем тата чирлисемпе хутшӑнӑвакӗнӗ ҫынсем, тесе пӗлтернӗ ведомствон пресс-службинче. Куншӑн вӗсене 100-500 тенкӗлӗх кӑна штрафланӑ.
Роспотребнадзорта пӗлтернӗ тӑрӑх, апрелӗн 2-мӗшӗнчен йӗркене пӑсакансене 15 пин тенкӗрен пуҫласа 40 пин тенкӗ таранччен штраф пама тытӑнаҫҫӗ.
Унсӑр пуҫне, ведомство кӑтартӑвӗсемпе кальян хупахӗсен ӗҫӗсене чарас тесе суда 15 материал ҫитнӗ. 12 материалпа заведенисен ӗҫне 60-тан пуҫласа 90 талӑкра чарса лартнӑ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: