КАМ ÇЫРӖ МАЛАШНЕ ЧĂВАШЛА?
Сиктӗрме-Хусанкайра поэтăн çуралнă кунне паллă турӗç
Кăрлач уйăхӗн 22-мӗшӗнче Элкел районӗнчи чӑваш шкулӗсенче вӗренекенсем хутшăннипе йӗркеленӗ, Чăваш халăх поэчӗ Петӗр Хусанкай çуралнăранпа 115 çул çитнине халалланă тӗлпулу Сиктӗрме-Хусанкайри П.П.Хусанкай ячӗллӗ музейра иртрӗ. Вӑл вырӑнти шкул ачисем йӗркеленӗ литмонтажран пуçланчӗ. Ачасем аслӑ поэтӑмăрӑн сӑввисенчи вилӗмсӗр йӗркесене чӑвашла тата вырӑсла каларӗç.
Чӑваш Республикин Профессиллӗ писательсен союзӗн председателӗ Улькка Эльмен Шупашкартан çыравçăсен делегацийӗпе – Лидия Филипповăпа, Светлана Гордеевăпа, Галина Кӗмӗлпе, Лидия Изекеевăпа, Галина Соловьевăпа, Василий Дворниковпа – пӗрле килсе çитнӗ. Вӗсем Чӑваш кӗнеке издательствинче кӑларнӑ çӗнӗ кӗнекесемпе паллаштарчӗç, хӑйсен сӑввисене хӑшӗ каласа, хӑшӗ вуласа пачӗç. Темӑсем ачалӑх, пӗрремӗш юрату, çунатлӑ çамрӑклӑх тавра çаврӑнчӗç. Лидия Изекеева хӑй çырнӑ юрӑсене те шӑрантарчӗ. Шупашкарти хӑнасен чӑваш сӑмахӗн, чӑваш поэзийӗн илемне яш чӗресем патне çитерес килчӗ. Улькка Эльмен прозаик ЧР Профессиллӗ писательсен союзӗн Хисеп хучӗсемпе Элкел районӗнче чăвашлăха упрас ӗçре палăрнă çынсене чысларӗ.
– Ачасем, сиртен кам сӑвӑсем çырать? – тесе панӑ ыйтӑва хирӗç залра, шел пулин те, алӑ çӗклекен пулмарӗ. Халăх поэчӗн çулӗ çине тӑрас текенсем хальлӗхе тупӑнман пулмалла-ха Элкел районӗнче. Хӑçан та пулин çак тулӑхлӑ Сиктӗрме çӗрӗ Петӗр Хусанкай, Иван Казанков пек улӑпсене çуратасса шанас килет.
Хăйӗн сăмахӗнче Лидия Филиппова та çыравçăсемпе поэтсен шучӗ чакса пынине палăртрӗ. Пӗлтӗр кăна Чӑваш Республикин Профессиллӗ писательсен союзӗ 17 пайташне ӗмӗрлӗхех çухатнă. Сыввисен вăтам çулӗ – 67. Шухăшламалăх пур кунта. Вулакансем пулӗç-ха, кам çырӗ малашне чăвашла? Тăван литературăна кам аталантарӗ?.. Ыйтусем нумай. Вӗсемпе пăтранса хурланас килмест те уяв кунӗнче, пуласлăх пурпӗр шухăшлаттарать. Самана питӗ хăвăрт улшăнса пыни те витӗм кӳмест мар хальхи литература процесне, пурнăçа та.
ТР ЧНКА Канашӗн председателӗн пӗрремӗш çумӗ Константин Малышев Петӗр Хусанкай ячӗллӗ музее асӑнмалӑх чей сервизӗ парнелерӗ, хӑйӗн ача чухне çырнӑ сӑввине вуласа пачӗ. Кăçал çулла Сиктӗрме-Хусанкайра иртекен республика шайӗнчи Уявра вӑл Чӑваш Республикинчи тата Тутарстанри чӑваш поэчӗсемпе прозаикӗсен пултарулӑхне туллин кӑтартас тӗллевпе лапамра «Хусанкай урамне» йӗркелеме сӗнчӗ. Шупашкарсем çак шухӑша ырларӗç.
Меркурий КЛАВДИН.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев