Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кам-тăр тӗлӗнме пăрахнă, кам-тăр халӗ те тӗлӗнет

Тепӗр енчен, эпир хусансем сасăланă хыççăн панă «Я проголосовал» браслетпа троллейбус-трамвайра виçӗ кун тӳлевсӗр çӳрерӗмӗр. 

Ну мӗнех, суйлав вӗçленчӗ. Тӗлӗнмелли япаласем нумай пулчӗç ку тапхăрта.

Чи малтан сасăлав виçӗ 3 кунлăх тăсăлни. Кун пек нимӗнле сăнавçă та тимлесе ӗлкӗрейменни паллă. Виçӗ талăк çын çывăраймасăр пултараймасть. Фальсификацисем вӗсем пӗр кунлăх сасăлав вăхăтӗнче те сахал марччӗ. Тепӗр енчен, ун пек сасăланин усси те пур. Эпир хусансем сасăланă хыççăн панă «Я проголосовал» браслетпа троллейбус-трамвайра виçӗ кун тӳлевсӗр çӳрерӗмӗр. 

Кандидатсем хушшинче пӗр хушаматпа ятлă «йӗкӗрешсем» çӗнӗлӗх мар пулин те, çакă çулсерен Тӗп суйлав комиссине (унта ангел пек питлӗ çынсем ӗçлеççӗ пулсан та) ӗненес килнине чакарать. Мӗншӗн халӗ те çакна чаракан  закон çук. Юрать-ха кăçал Тутарстанра унашкал тӗслӗхсем курăнмарӗç.

Патшалăх Думине «Çӗнӗ çынсем» парти кӗни. Вăл парти çинчен виçӗ уйăх каялла никам та пӗлмен. «Симӗссисемпе» пенсионерсен программисем те начар мар, вӗсем те тахçанах парламента кӗресшӗн тапаçланаççӗ те, пулаймасть. Кусен тӳрех 5 процент ытла. Питӗ иккӗленӳллӗ.

Тепӗр енчен, «Пӗрлехи Раççей» парти сйлавра 50 процент илнӗ пулсан, ку кăтарту нумайăшне тарăхтаратчӗ пулӗ. Юлашки вăхăтра йышăннă «пенçи саккунӗ», пандеми, хаксем ӳсни – влаç партийӗ майлă сасăлаттармасть. Çавăнпа политика арени çине «Çӗнӗ çынсем» тухнинчен тӗлӗнме кирлӗ мар-тăр.

ЛДПР, «Справедливая Россия за правду» партисемшӗн нумай сасă пани. Ку партисен уссине халăх сахал туять, ӗçне те çӗршыв шайӗнче вӗсем кăтартсах каяймаççӗ. Чи малтан ку партисем влаç партине тивӗçтереççӗ. Ватă йытă вӗрет анчах, çыртаймасть.

Коммунистсемшӗн хальхинче питӗ нумай çын сасăлани. Вӗсен программине ӗненекенсем нумайăнах мар пулӗ. Зюганов та лидер пек çамрăк та вăйпитти мар. Кунта протестла сасăлав мала тухнă. Чылайăшӗ КПРФ-шăн «Единая Российяна» Думăран кăларас тесе сасăланă.

Суйлав процесне сасăлакансен 45 проценчӗ кăна хутшăнни. Явка барьерӗсене тахçанах законран кăларнă пулин те, ку цифра шухăшлаттарать. Малти вырăна «Ӗненменлӗх» сăмах тухса тăрать пуль. Кам суйлав тасалăхне ӗненмест, вăл унта хутшăнмасть. Виçӗ кун хушшинче 100 çынран 45-шӗ кăна вăхăт тупнă суйлава кайма.

Электронлă сасăлав. Мускавра 2 миллиона яхăн çын çакнашкал сасăланă. Анчах та сасăсене шутланă чухне ку система чăхăмланă, тăхтавччен 15 округран 12-шӗнче малта коммунистсем пынă пулсан, тăхтав хыççăн кăтартусем единороссем майлă пулса тăнă. Тӗп суйлав комиссийӗ сасăсене тепӗр хут шутлама хальлӗхе килӗшмен.

Пиртен пӗр именмесӗр хальхи йышши хӗç-пăшал, пушар сӳнтермешкӗн пулăшу илекен Турцин пуçлăхӗ Эрдоган Крымри сасăлав результачӗсене йышăнмасси çинчен пӗлтернӗ. Мӗншӗн тесен вăл Крыма Украина территорийӗ тесе шутлать.

ТР Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ Андрей Кондратьев пӗлтернӗ тăрăх, сентябрӗн 18-мӗшӗнче çӗрле 7 суйлав участокӗнче сасартăк çутă сӳнсе ларнă. Çак вăхăтра сасăлав залӗнчи видеокамерăсем ӗçлемеççӗ.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

2
X