Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«КАМАЗ-мастер» ыран Астрахань облаçӗнче пуçланакан «Каган ылтăнӗ» раллие 5 экипажпа хутшăнать

Хальхинче Дмитрий Никитин штурман Богдан Каримов пилотпа тата Алмаз Ахмедов механикпе пӗр экипажра ăмăртать.

Çырчаллинчи «КАМАЗ-мастер» команда апрелӗн 19 — 23-мӗшӗсенче Астрахань облаçӗнче иртекен «Каган ылтăнӗ» раллие пилӗк экипажпа хутшăнать. Çакăн пирки «КАМАЗ-мастерăн» пресс-служби пӗлтерет. 


Ку ăмăрту Раççей чемпионачӗн иккӗмӗш тапхăрӗ шутланать. Спортсменсен тăватă кун хушшинче пурӗ 800 ытла километр хыçа хăварма тивӗ. 


«Каган ылтăнӗ» раллие «КАМАЗ-мастер» команда йышӗнче пирӗн йăхташăмăр, Çырчалли чăвашӗ Дмитрий Никитин та хутшăнать. Дмитрий Николаевича «Сувар» хаçат вулаканӗсем аван пӗлеççӗ ӗнтӗ. Вăл асăннă командăн чи опытлă штурманӗсенчен пӗри, «Дакар» раллин 2019, 2020 тата 2021 çулсенчи кӗмӗл призерӗ, «Africa Race 2017» тата «Пурçăн çул 2019» раллисен çӗнтерӳçи. Хальхинче Дмитрий Никитин штурман Богдан Каримов пилотпа тата Алмаз Ахмедов механикпе пӗр экипажра ăмăртать. Ку хутӗнче вӗсем К5 çӗнӗ автомобильпе хăйсен тата техникăн хăватне, çаврăнăçулăхне, çирӗплӗхне тӗрӗслӗç. 


Ентешсене раллире ăнăçу сунатпăр!


Сăнӳкерчӗк «КАМАЗ-мастер» командăн пресс-службин.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев