«КАМАЗ-мастерăн» Хӗл Мучийӗ те чăваш!


Кулленхи пурнăçра вăл инженер, раллисенче – штурман, праçникре вара – чăн-чăн Хӗл Мучи!
«Кулленхи пурнăçра вăл инженер, раллисенче – штурман, праçникре вара – чăн-чăн Хӗл Мучи!» – тесе çырнă «КАМАЗ-мастер» командăн соцсетьри пӗр ушкăнӗнче лартнă сăнӳкерчӗк айне. Хӗл Мучи кам пулнине пӗлме ыйтса асăннă команда спортсменӗсенчен тăватă çынна сӗннӗ: Айдар Беляев, Андрей Мокеев, Дмитрий Никитин тата Дмитрий Свистунов.
Сăнӳкерчӗкри Хӗл Мучин сăнӗ аван курăнмасть пулин те, темшӗн вăл тӳрех хамăр ентеш, Çырчалли чăвашӗ Д.Никитин пекех туйăнчӗ. Суйлав кнопкисенчен шăпах унăн ячӗпе хушаматне çырнине пусса сасăларăм. Тепӗр кун тӗрӗс хурав епле пулнине пӗлтерчӗç. «КАМАЗ-мастер» ачисене саламлакан Хӗл Мучи чăнах та Дмитрий Никитин иккен! Маттур йăхташăмăр «Дакара» хатӗрленмелли хӗрӳ тренировкăсен вăхăтӗнче ачасене савăнтарма та вăхăт тупнă. Ара, хăйӗн те икӗ ывăл ӳсет-çке.
Тепӗр темиçе кунран вара Дмитрий «Дакар – 2019» халăхсен хушшинчи ралли-рейда тухса каять. Вăл хальхинче Перура январӗн 6-17-мӗшӗсенче иртет. Ентешӗмӗр ку хутӗнче Дмитрий Сотников экипажӗнче штурман. Тутарстан командине тӗнче шайӗнчи ăмăртуран çӗнтерӳпе таврăнма сунатпăр! (Сăнӳкерчӗк «КАМАЗ-мастер» командăн).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
20 января 2021 - 11:25Хулари парковкӑсен тӳлевсӗр вӑхӑт та пур Ҫакӑн ҫинчен Тутарстан шӗкӗр хулин мэрийӗн пресс-служби пӗлтерет000
-
20 января 2021 - 09:19Юбилее республика ертӳҫипе пӗрле паллӑ тума кӑмӑллӑ Редакцире пысӑк пӗлӳллӗ, ятлӑ журналистсем ӗҫлеҫҫӗ. Палӑрнисене Олег Николаев Чӑваш Автономийӗ 100 ҫул тултарнине халалланӑ медальсемпе чысланӑ2500
-
19 января 2021 - 21:20Вакцина тӳрех ӗҫе кайса пырать Пӗр кун хушшинче Тутарстанра пине яхӑн ҫынна коронавирусран прививка тунӑ8400
-
19 января 2021 - 20:29Православи календарӗ - 2021 Январӗн 19-мӗшӗ – Хăва тӗмӗнче Турă курăнни. Иисус Христос шыва кӗнӗ кун – Кăшарни8900
-
18 ноября 2020 - 12:44Ҫул-йӗр ҫинчен
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
15 января 2021 - 13:58Михаил Иванович ТРОФИМОВА 80 çул тултарнă ятпа хӗрӳллӗн саламлатпăр!Утас çулу такăр пултăр, сӗтелӳ çăкăр-тăвартан ан татăлтăр6000
-
15 января 2021 - 13:52Чи хаклă мул – анне пурри!Юратнă аннене, кукамая, асаннене, мăн кукамая сумлă юбилей ячӗпе хӗрӳллӗн саламлатпăр. Çирӗп сывлăх, иксӗлми телейпе вăй-хал, вăрăм кун-çул сунатпăр.5600
-
16 декабря 2020 - 11:00"Сувар" пики-2021" конкурсӑн условийӗсемВидеоконкурса 2021 ҫулта Тутарстанра Тӑван чӗлхесен тата халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ пулнине халалланӑ39000
-
28 мая 2018 - 16:38Хăвăрт та, ансат та Çӗнӗ çултан «Сувар» хаçатри саламсене эпир интернетри сайтра та пичетлеме пуçларăмăр. Саламне çырса пирӗн suvar@mail.ru электронлă почта çине ярса памалла. Тӳлеме те питӗ ансат. Çакна смартфонри «Сбербанк-онлайн» приложени урлă тума тата йӳнерех те.102200
-
19 января 2021 - 10:58Лениногорскри чӑвашсем Пушкӑртстанра мала тухнӑ Экспертсем лайӑххисен шутне Лениногорскри Геннадий Садовников ертсе пыракан "Шурӑ хурӑн" ансамбле те кӗртнӗ17900
-
17 января 2021 - 11:232021 çулта Тутарстанра 2,6 миллион ытла тăваткал метр çурт-йӗр хута яраççӗ ТР Президенчӗ çумӗнчи Патшалăх çурт-йӗр фончӗ социаллă ипотека программипе 161 çурт (5159 хваттер) тума палăртнă. Хальлӗхе 6 çурта хута янă.16700
-
18 января 2021 - 19:12Тукай районӗнчи яла выльӑхсен урнӑ чирне пула карантина хупнă Ҫакӑн ҫинчен калакан указа Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов алӑ пусса ҫирӗплетнӗ15301
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика