Сувар

г. Казань

Çӗнӗ хыпарсем

Камила, эпир санпа!

Фигуристкӑн пӑр ҫинчи ӗмӗрӗ лӗпӗш пурнӑҫӗ пек кӗске. Иртнӗ Олимпиадӑра ялтӑртатнӑ Раҫҫей ҫӑлтӑрӗсен, вӗсем паянхисем пекех ҫамрӑк пулсан та, ячӗсене те мантӑмӑр ӗнтӗ. Taта ҫамрӑкраххисем кӗле ҫине пусаҫҫӗ

Тепӗр Олимпиада ҫитеспе Трусовапа Щербакован ячӗсем те манӑҫа тухма пултараҫҫӗ, мӗншӗн тесен Этери тренерӑн коньки ҫинче тӑракан хӗрачасем - пӗр ҫар. Ҫавӑнпа вӑл хӗрхенмест те хӑйӗн салтакӗсене. Унӑн пъедестала пирӗннисемпе тултарма хушу пур, вӑл ӑна пурнӑҫа кӗртет.
Эпӗ Камила Валиева Пекин пӑрӗ ҫинче юлашкинчен ярӑннӑ вӑхӑтра ӑнсӑртран ӳкнине шанмастӑп.
Вӑл мала тухнӑ пулсан 2 е 3-мӗш вырӑна тухнӑ Раҫҫей фигуристкисем те медаль церемонине ҫакланаймастчӗҫ. Камилӑпа лару-тӑру иккӗленӳллӗ, Туберидзен вара каялла медальсемпе таврӑнмалла: амӑшӗ пӗтмесен хӗрӗ пӗтмест. Ҫавӑнпа юлашки ярӑну умӗн, ман шутпа, вӑл ҫак каварлӑ плана пурнӑҫа кӗртнӗ те - Камилӑн ӳкмелле. Ӳксе хӑй хыҫӗнчен пыракансене мала кӑлармалла. Ҫапла пулса тухрӗ те. Щербакова 1-мӗш, Трусова - 2. Хаяр тӗрӗслӗх ҫакнашкал пек туйӑнать.
Ҫамрӑк пӑр ҫӑлтӑрӗсене Китайран тавӑракан самолёт Шереметьевора анса ларнӑ хыҫҫӑн ыйтас килет:
пирӗн командӑн врачӗсем, спорт чиновникӗсем эмел ӗҫекен хӗрачана пысӑк ӑмӑртӑва ярас умӗн мӗншӗн мӗн пур тестне тӗрӗслемен? Ҫак драма пулмастчӗ вӗт вӗсем тимлӗрех пулнӑ пулсан.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев