Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Камила Валиевăна Олимпиадăран кăлармаççӗ, вăл малалла ăмăртӗ

Раççейри кăна мар, пӗтӗм тӗнчери болельщиксем пирӗн спортсменкăна Камила Валиевăна социаллă сетьсенче #КамиМыСТобой хэштег лартса тӗрев параççӗ

Ӗнер Олимпиадăри допинг комитечӗн ларăвӗнче фигуристка видеоçыхăнупа судьясен ыйтăвӗсене хуравланă. Спорт енӗпе арбитраж сучӗ Камила Валиевăна Олимпиадăра малалла хутшăнма ирӗк панă. Раççей спортсменкисен команди Пекинри Олимпиадăра пӗрремӗш вырăна тухсан, унта Валиевăран пӗлтӗр раштавăн 25-мӗшӗнче илнӗ допинг-тест пирки хӗвӗшӳ пуçланнă. Фигуристкăн юнӗнче Стокгольмри лаборатори спорт кăтартăвӗсем çине витӗм кӳме пултарайман эмел хутăшӗсене тупнă пулнă, анчах та çакна пирӗннисем çӗнтернӗ хыççăн кăна уçăмлатнă.
Пире çурăмран перекенсем 15 çулхи спортсменкăна Олимпиадăран кăларса ярасшăн пулнă. Анчах та МОК, ВАДА тата конькипе чупакансен федерацийӗ ыйтнине арбитраж сучӗ тивӗçтермен. Камила хӗрарăмсен хушшинчи ăмăртăва
26-мӗш номерпе кӗске программăпа хутшăнӗ. Унпа пӗрле Александра Трусова тата Анна Щербакова пăр çине 28 тата 29-мӗш номерсемпе тухса пултарулăхӗсене кăтартӗç.
ТАСС сăнӳкерчӗкӗ

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев