Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кăмпа яшки типӗре çимесен те тутлă

Кăмпана тураса услам çу çинче ăшаламалла, çавăнтах теркăпа хырнă кишӗр тата туранă сухан хушмалла

ПАХЧА ÇИМӖÇПЕ КĂМПА ЯШКИ
Пахча çимӗçсене çуса шуратмалла та турамалла. Брюссель купăстине икӗ пая касмалла. Вӗрекен шыва чи малтан çӗрулмипе брюссель купăстине ярса пӗçермелле. Кăмпана тураса услам çу çинче ăшаламалла, çавăнтах теркăпа хырнă кишӗр тата туранă сухан хушмалла, яшка çине ямалла. Тăвар, лавр çулçи тата пăрăç хушмалла. Хатӗр пуличчен пӗçермелле.
200 г шампиньон, 1 çӗрулми, 1 кишӗр, 1 пуç сухан, 6 кучан брюссель купăсти, 50 г услам çу, лавр çулçи, пăрăç, тăвар кирлӗ.
 
МАКАРОН – СЫРПА
Макарона пӗçермелле те дуршлаг çине силлемелле, вӗри шывпа çуса илмелле. Шывӗ юхса пӗтсен услам çупа çуланă форма çине хумалла, çиелтен шӗвӗ хăйма (сливки) хушмалла, теркăланă сыр сапмалла. Микроволновкăна лартса сыр ирӗличчен (3-5 минут) тытмалла.
200 г макарон, 75 г сыр, 50 г шӗвӗ хăйма, 25 г услам çу кирлӗ.
Сăнукерчӗк povar.ru сайтран

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

3

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев