Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кăмпасем Шăмăршăра тарса пытаннă

Мӗншӗн тесен районта кăмпа пуçтаракансемпе хатӗрлекенсен фестивальне ирттерме палăртнă

Чăваш Республикинчи Шӑмӑршӑ районӗнче авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче кӑмпа фестивалӗ иртӗ. Вӑл Баскаки вӑрман хуҫалӑхӗнчи «Çăкасар» уҫланкӑра пулӗ тесе пӗлтерет «Чăваш халăх сайчӗ».

Фестивале йӗркелекенсем уяв ирттернипе пӗрлех вӑрман пуянлӑхне упрас тӗллев лартнӑ.

Фестиваль хӑнисем пысăк пӗлӳллӗ кӑмпаҫӑсемпе кӑмпа шырӗҫ, сиенлисемпе усăллисене уйăрса илме вӗренӗç.

Программӑна вырӑнти артистсен пултарулӑх ушкӑнӗсен концерчӗ, тӗрлӗ тум тӑхӑннӑ ҫынсем, куравсем, интерактивлӑ лапамсем, тӗрлӗ конкурспа ӑмӑрту пуянлатӗҫ.

Фестивальте кӑмпа ярмӑркки ӗҫлӗ, пыл, ҫырла, тутлӑ апат-ҫимӗҫ, эмел тата чей курӑкӗсен пуххине, милӗк тата ыттине те сутӗҫ.

Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ (83546)2-35-06 (Шăмăршă район администрацийӗн Экологи, рекреаци тата туризм пайӗ).

ПОЛОЖЕНИЕ о «Грибном фестивале» » Национальный парк "Чаваш вармане", Чувашия, Шемурша (npark21.ru)

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев