Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Канаш автобусӗ аварие лекнӗ, 11 çын вилнӗ

Ӗнер каçхине 19:10 сехетре Чăваш Енри Шупашкар районне кӗркен Лапсар поселокӗ çывăхӗнчи  М7 трасса çинче хăрушă инкек пулнă.

Ӗнер каçхине 19:10 сехетре Чăваш Енри Шупашкар районне кӗркен Лапсар поселокӗ çывăхӗнчи  М7 трасса çинче хăрушă инкек пулнине хыпараль ЧР ШӖМӗн пресс-служби. Канашран Мускава каякан микроавтобус   «Мерседес-Бенц Актрос» тиевлӗ машинăпа çапăннă. Автобусра ларса пынă пассажирсенчен 11-шӗ вилнӗ, 8-шӗ аманнă.  Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх,  автобусра ачасем пулман, пассажирсенчен пурте Мускава ӗçе каякан çынсем.  Инкекӗн сăлтавӗ  тиевлӗ машинăн водителӗнче, вăл умри машинăран  юраман вырăнта  иртсе кайма хăтланнă. Шăпах çав самантра хирӗç килекен микроавтобуспа пырса çапăннă та.  Автобуспа тиевлӗ машинăн водителӗсем сывă. Вӗсене вырăнта медицина пулăшăвӗ панă.  Тиевлӗ машинăн водительне тытса чарнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Происшествия