Канавкасси 100 çул тултарчӗ.
Çак ял выçлăх çулӗнче вăрманалла çывăхрах куçса ларнă
1921 çулта Пăва районӗнчи Тăхăрьялта çӗнӗ ял йӗркеленсе каять. Пӳркел ялӗнчен уйрăлса тухнă çынсем Пӳркелпе Кивӗ Мертлӗ хушшинче Канав ятлă пӗр урамлă ял йӗркелесе яраççӗ.
Кунта çын нумаях пурăнман, халӗ пушшех те. Çамрăксем çӗр ӗçӗпе ӗçлесе пурăнаççӗ, ваттисем кил тӗрӗшӗнче аппаланса кун ирттереççӗ.
Çимӗк кунӗ пӗчӗк ял 100 çулхи юбилейне паллă турӗ. Масар çинчен таврăнсан асфальт сарнă ял урамне пӗтӗм тăван-пӗтен тухса сӗтел сарнă. Юрăсем юрласа ташланă.
Альбина Нуждина сӑнӳкерчӗкӗсем
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев