Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

КАНИКУЛТА ТА КОНКУРССЕМ ПИРКИ АН МАНĂР

Петӗр Хусанкай çуралнăранпа 115 çул çитнине тӗпе хурса хаçатра конкурссем ирттерни пирки аса илтеретпӗр сире, хаклă вулаканăмăрсем.

Шкул ачисемпе студентсем валли конкурс «Эпир Хусанкай ентешӗсем» ятлă. Мӗн çинчен çырмалла-ха конкурса яракан хайлавра? Паллах, Чăваш халăх поэчӗн Петӗр Хусанкайăн пултарулăхне тӗпе хумалла. Конкурса сăвă та, заметка та, калав та, статья та, тӗрленчӗк те çырса яма юрать.

Вӗрентекенсем валли вара «Петӗр Хусанкай пултарулăхӗпе ирттернӗ чи лайăх урок» конкурс пуçлатпăр. Аслă поэтăмăрăн хайлавӗсене вӗрентекен, тишкерекен интереслӗ уроксем кӗтетпӗр вӗрентекенсенчен. Çуллахи каникул вăхăчӗ пулсан та конкурса хутшăнма ан манăр, хисеплӗ учительсем.

Çавăн пекех Петӗр Хусанкай сăввисене калакансен «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» онлайн-конкурсне те хутшăнма пултаратăр. Ку конкурса ача садне çӳрекенсенчен пуçласа аслисем таранах хутшăнаяççӗ. Петӗр Хусанкайăн пӗр-пӗр сăввине е поэма сыпăкне каланине видео ӳкермелле те редакцие suvar@mail.ru электронлă адреспа е +79179076881 номерпе Ватсап урлă ярса памалла. Конкурса янă ӗçсемпе  хаçатăн «ВКонтакте» соцсетьри тата «Телеграм» каналти аккаунчӗсенче паллашма пулать.

Конкурс материалӗсене 2022 çулхи октябрӗн 31-мӗшӗччен  йышăнатпăр. Çӗнтерӳçӗсене редакци Дипломпа тата асăнмалăх парнепе чыслать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 115-летие Петра Хузангая