Сувар

Канмалли кунсенче юр ҫума пултарать

Паян Тутарстанра карчӑк ӑшши хуҫаланать-ха, сывлӑш температури кӑнтӑрла 12-17, каҫхине 5-10 градус пулать

 Ҫитес канмалли кунсенче Тутарстанра ҫанталӑк пӑсӑлма тытӑнасси ҫинчен пӗлтерет республикӑри Гидрометцентр.

Атмосфера фрончӗсем сивӗ илсе килеҫҫӗ, ҫумӑр ҫӑвать, хӑш-пӗр районра йӗпе юр та. Синоптиксем атмосфера давленийӗ улшӑнасси пирки те асӑрхаттараҫҫӗ.
Паян Тутарстанра карчӑк ӑшши хуҫаланать-ха, сывлӑш температури кӑнтӑрла 12-17, каҫхине 5-10 градус пулать. Шӑматкун ҫӗрле ҫил вӑйланма пуҫлать, кӗске ҫумӑрсем пулкалаҫҫӗ, юр та ҫума пултарать. Тӗттӗмленсен сывлӑш температури +2,+7 пулать.
Вырсарникун, октябрӗн 18-мӗшӗнче ирхи тата каҫхи вӑхӑтра каллех ҫумӑр ҫума пуҫлать, вырӑнӗ-вырӑнӗпе йӗпе юрпа хутӑш. Ҫил хӑвӑртлӑхӗ ҫеккунтра 15-17 метра ҫитет. Ҫӗрле -4 градус таранччен шӑнтма пултарать.
Тунтикун ҫанталӑк +7-12 градус таран ӑшать тесе шантараҫҫӗ Гидрометцентрта. Ытларикун +4,+8 градус пуласса кӗтеҫҫӗ вӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: