Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Капкăн» журнал уçăласси курăнмасть, пирӗн анекдотсене вулăр

– Нихăçан та хитре хӗре качча ан ил, – вӗрентет çитӗнсе çитнӗ ывăлне Чăнкă Мирун. – Вăл сана урăххипе улталама та, пăрахса хăварма та пултарать. – Хитре марри çапла тумӗ тетӗн-им? – Э-э, вăл тухса кайсан та шел мар...

Ахванеç парикмахерскине çӳç кастарма пынă.
– Сирӗн хуняма пур-и? – интересленет парикмахер.
– Çук, тавах Турра! – хуравлать каччă.
Тепӗртакран çӳç касакан каллех:
– Сирӗн хуняма пур-и? – тесе ыйтать.
– Çук терӗм вӗт.
2-3 минутран каллех:
– Сирӗн хуняма пур-и? – ыйтать парикмахер.
– Тарăхтарса çитертӗр. Авланман-ха эпӗ.
– Лăпланăр. Кун пек çӳçе касма аванрах. «Хуняма» тесенех вирелле тăрать вăл, – вăрттăнлăхне пӗлтерет çӳç касакан.

* * *
– Ман çине бандитсем тапăнчӗç. Укçана, ылтăн çӗрре, смартфона, хаклă йышши сехете туртса илчӗç, – каласа парать Вӗçкӗн Ваççа.
– Ара, санăн бокс чемпионӗн медалӗ те пур мар-им-ха?
– Медале тупаймарӗç...

* * *
Чăнкă Мирунăн арăмӗпе пӗчӗк ывăлӗ кăнтăртан канса таврăннă. Хӗрарăм мӗнле канни пирки упăшкине каласа парать:
– Пӗлетӗн-и, унта çав тери интереслӗ çынсем канаççӗ, тем çинчен те каласа кăтартаççӗ. Эпӗ, тӗслӗхрен, Раççей Геройӗпе паллашрăм.
Пӗчӗк ывăлӗ:
– Герой-герой... Пӗччен çывăрма хăрать хăй...
* * *
– Ак тамаша! Эс чӗрех иккен! Вилни пирки виçӗ хутчен хыпар çитрӗ те... – тӗлӗнет Кукша Кӗркури Ахманее тӗл пулсан.
– Вăт юлташ те сана... Сывпуллашма пӗрре те пулсан пырасчӗ хуть, – сăмаха кивçене каймасть Ахманей те.
* * *
Çамрăксем уçă сывлăшра ушкăнпа канма кайма калаçса килӗшеççӗ. Палăртнă кун çитмелли çӗре пурте çитнӗ, Ахванеç кăна çук.
– Ахванеç, эсӗ ăçта? – шăнкăравласа ыйтаççӗ юлташӗсем.
– Тухрăм-тухрăм, ак автобусра пыратăп ӗнтӗ, – хуравлать хайхискер.
– Эх, шел, кастрюль илме каласшăнччӗ сана...
– Э-э, проблема мар, çиччас илеп!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев