Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

"Капкӑн" художникне "Жди меня" урлӑ шыраттарнӑ

Вӑл "Пионер сасси" валли хӑйӗн геройӗсене – Ваçукпа Кампура шутласа тупнӑ

Пӗр хӗллехи каç ӗçрен таврăнсан хамăн радиоприемникпа Шупашкар хумне тытрăм. Чăвашла калаçнине тимлесе итлетӗп. Кăмăллă саслă хӗрарăм-диктор Чăваш Республикин художникӗ Илья Григорьевич Бородкин çинчен каласа парать...

Çак ята илтсен çав тери хытă тӗлӗнтӗм, эпир ку çынпа нумай çул каялла Çӗпӗрти пӗр çар чаçӗнче хӗсмет иртрӗмӗр вӗт. Вăл халӗ ав республикăн паллă художникӗ. Чăн та, салтакри тусăм ăçта пурăннине, ăçта ӗçленине илтсе юлаймарăм, анчах мӗн каланинчен вăл «Капкăн» журналта тата ИЗО учителӗнче ӗçленине ăнлантăм. Çакăнпа вӗçленчӗ кăларăм. Эпӗ вара çар дисциплинине пăсакансем çинчен чаçри хаçата тăтăшах ӳкерекен карикатурăсен авторне, чăн-чăн туса, шыраса тупмах шутларăм. 
Ку ӗçре мана вăл вăхăтра Шупашкарта ӗçлесе пурăнакан, хампа пӗрле вӗреннӗ ачасем те пулăшма хăтланчӗç. Анчах вăхăт шурӗ, мана вара никам та Бородкин ăçта пурăннине татăклăн калаймарӗ. Çакăн хыççăн Мускавра пурăнакан аслă хӗрӗме «Жди меня» телекăларăмăн редакцине çитсе килме ыйтрăм. Унта вара: «Сăнӳкерчӗкӗ çук, пулсанах шырама тытăнатпăр», – тенӗ-мӗн. 
Кăçал тин тусăмăн телефон номерне тупма май пулчӗ. Шăнкăравласа апрелӗн 17-мӗшӗнче Шупашкарти Пичет çуртӗнче тӗл пулма калаçса татăлтăмăр. Палăртнă кун И.Бородкин Етӗрнерен, эпӗ Хусантан килсе çитрӗмӗр. 4 сехете тăсăлчӗ пирӗн тӗлпулу, çак вăхăтра пӗр-пӗрин пурнăçӗ, ӗçӗ-хӗлӗ çинчен ыйтса пӗлтӗмӗр, хамăрăн кӗнекесене парнелерӗмӗр. «Тантăш» (ӗлӗкхи «Пионер сасси») хаçат редакцине кӗрсе тухрăмăр.
1962 çулта Сӗнтӗрвăрринчи строительство техникумне пӗтернӗ хыççăн мана 52755-мӗш çар чаçне ӗçлеме ячӗç. Çав çулах çара та илчӗç. 1964 çулта пирӗн чаçе Хӗвелтухăçне куçарсан мана кӳршӗллӗ 74905-мӗш чаçе ячӗç. Шăпах çавăнта хайхи карикатурăсене асăрхарăм та. Ӳкерчӗксем тӗрлӗ тӗспе тухатчӗç, пахалăхӗ те аванччӗ. Мана ку чаçре 4-мӗш ротăна (техникумра пӗрле вӗреннӗ Ю.А.Силовпа В.С.Берман патне) çирӗплетрӗç. Карикатурăсен авторӗ Етӗрнери Илья Бородкин пулнине вӗсем каларӗç те мана. Пӗррехинче Юрий Силовпа пӗрле ятарласах çарти клуба Бородкинпа паллашма кайрăмăр. Çапла пулчӗ пирӗн пӗрремӗш тӗлпулу. 
Ильян чаçре авторитечӗ çав тери пысăкчӗ. Спорт мероприятийӗсене те хастар хутшăнатчӗ. 
Хӗсметре тăнă юлашки çулхине февралӗн 23-мӗшӗ умӗн йӗлтӗр ăмăртăвне те пӗрле хутшăнтăмăр. 19 çын хушшинче иксӗмӗр те призлă вырăна йышăнма пултартăмăр. Май уйăхӗн 2-мӗшӗнче çăмăл атлетикăпа иртнӗ ăмăртура 5000 метра чупса Илья – пӗрремӗш, эпӗ иккӗмӗш вырăна тухрăмăр. Çакăн хыççăн иксӗмӗре те киле кайса килме кӗске отпуск пачӗç. Илья килнелле çул тытрӗ, эпӗ отпуска Куйбышеври (хальхи Самара) университета вӗренме кӗмешкӗн экзамен тыма усă куртăм. Отпускран таврăнсан эпир унпа пӗрре мар курнăçнă, 1965 çулта июль уйăхӗнче эпӗ демобилизациленсе Куйбышева кайрăм. Шел те, пӗр-пӗрин адресне илме ăс çитермен. 
Илья Бородкина Шупашкарти ӳнер училищинче виççӗмӗш курсра вӗреннӗ чухне çара илнӗ. Хăйӗн ӳкерчӗкӗсене «Капкăна» çарта чухнех пуçласа янă. Пурне те пичетлесе кăларнă. Çартан таврăнсан училищӗри вӗренӗве малалла тăснă. Республика хаçат-журналӗсемпе тачă çыхăну тытма пуçланă. Вӗсем валли ӳкерчӗксем ӳкерсе панă. 1966 çулта «Çамрăк коммунист» хаçат çумӗнче «Пионер сасси» çӗнӗрен тухма тытăнсан, вăл унăн тата «Капкăн» журналăн штатра тăман яланхи авторӗ пулса тăрать.​ Вăл вӑхӑтра ку кăларăмсем 70 пине яхăн тиражпа тухса тăнă. 1967 çул пуçламăшӗнче «Пионер сасси» валли хăйӗн геройӗсене – Ваçукпа Кампура –​ шутласа  тупнă. Çав вăхăтранпа 45 çул çак сăнарсем ача-пăча хаçачӗн страницисем çинче. Сăмах май, «Ваçукпа Кампур» кӗнеке те тухнă. Каярах, «Тантăш» çумӗнче шкул çулне çитменнисем валли «Тетте» журнал тухма тытăнсан, ун валли те ӳкерчӗксем ӳкерме тытăннă. 
Хаçат-журналпа тачă çыхăну тытсан та, унăн тӗп ӗçӗ –​ ИЗО вӗрентекенӗ. Етӗрнери, Йӗпреçри ӳнер шкулӗсенче, «Знамя труда» райхаçатра тата ытти çӗрте ӗçленӗ. Унăн вӗренекенӗсенчен нумайăшӗ ятлă-сумлă художник пулма ӗлкӗрнӗ. Вӗсем Шупашкарта, Мускавра, Санкт-Петербургра, Харьковра тăрăшса ӗçлеççӗ.​ Илья Григорьевич Бородкин хальхи вăхăтра Етӗрнере пурăнать, тивӗçлӗ канура. Апла пулин те юратнă ӗçпех аппаланать, пейзажсем ӳкерет. 
Вăт çапла эпир, çарта пӗр чаçре хӗсметре тăнă тусăмпа, 54 çултан пӗр-пӗрне тупрăмăр. 

Альберт КОЛЬЦОВ.
Лайăш районӗ.
Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗксем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Искусство