Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«КАРАВОН» ÇУМĂРА ПАРĂНМАРӖ

Вырăс культурин уявӗ Лайăш районӗнче 30-мӗш хут иртрӗ Çуллахи Микуларан (çу уйăхӗн 22-мӗшӗ) Тутарстанра наци уявӗсем старта тухаççӗ. Чăвашсем Уяв юррисем юрлама пуçлаççӗ, вырăссен те юрă уявӗ çак çветтуйпа çыхăннă – Лайăш районӗнчи Вырăс Никольски салинче «Каравон» ирттернӗ. Ку йăлана совет влаçӗ вăхăтӗнче уççăн пулмасан та тытса пынă. «Каравона» юнашар ялсенчен кăна мар, Хусантан та çӳренӗ. 90-мӗш çулсенче вара ăна официаллă праçник пек ирттерме пуçланă.

Кăçал майăн 28-мӗшӗнче 30-мӗш хут иртрӗ «Каравон». Унăн чапӗ тахçанах Тутарстанран тухса инçе-инçе сарăлнă. Кăçал 170 фольклор ушкăнӗ, 150 ал ӗç ăсти килнӗ Вырăс Никольскине. Ăстаçăсем тавар сутнисӗр пуçне мастер-классем те ирттереççӗ. Тимӗрç ăсталăхӗпе паллашас текенсен 500 тенкӗ кăларса хума тӳр килет, ӳнерçӗ ӗçне хăнăхма ытларах – 1000 тенкӗ. «Хусанта пулсан 2000 тенкӗ тӳлемеллеччӗ, кунта уяв тесе 1 пинпех вӗренме пулать», – кăмăла çавăрттарать çамрăк вӗ­рентекен.

Екатеринбург çывăхӗнчи Сысерть хулинчен çурма хак­лă чулсенчен тунă эрешсем илсе килнӗ, Урал тăвӗсен пуянлăхӗ-çке вӗсен тăрăхӗнче. Ку сутуçăсем 300 тенкӗпех чулпа ӗçлеме вӗрентеççӗ. 

«Молодецкие забавы» тӳрем умӗнче минутлăха та пулин чарăнса сăнаман е тата вăййа хутшăнман хăна пулмарӗ те пулӗ уявра. Вырăс халăх вăййи­сене пӗр çӗре пуçтарнă кунта. Кулленхи пурнăçра тӗл пулмастăн, çавăнпа та кăсăк пулчӗ-тӗр.

Фольклор коллективӗсем Раççейӗн 20 регионӗнчен килнӗ: Курганран, Саратовпа Ульяновск облаçӗсенчен... Эпир Удмурт Республикинчи Воткинск районне кӗрекен Новый поселокӗнчи «Колядки» фольклор ансамблӗн ертӳçисенчен пӗринпе, УР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗпе Анатолий Кирилюкпа калаçрăмăр.  

– «Колядки» ансамбль поселокри Ача-пăча искусствăсен шкулӗнче йӗркеленнӗ. Ăна мăшăрăмпа, УР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗпе Ирина Александровнăпа, çирӗм çул ытла ертсе пыратпăр.

Коллективра чи кӗçӗнни 5 çулти Женя, аслăраххисем – шкул çулӗнчи ачасем. Пӗтӗмпе 15 çын ансамбльте. Эпир  хамăрăн репертуара халăхра тупса пуçтарнă юрăсене кӗртетпӗр,Санкт-Петербургри Н.А.Рим­ский-Корсаков ячӗллӗ патшалăх консерваторийӗ те çӗнӗ материалсемпе пулăшать.

«Колядки» Лайăш çӗрӗ çинче пӗрремӗш хут мар, 2019 çулта иртнӗ «Каравона» хутшăннă эпир, – каласа парать Анатолий Павлович.

ТР Президенчӗ Р.Минниханов вырăс культурин уявне хутшăннине палăртма кăмăллă. Респуб­ликăра пурăнакан халăхсен наци уявӗсене сума суса пырса саламлани республика ертӳçине ырă енчен палăртать. Кăçал юбилейлă «Каравонра» та пулчӗ Рустам Нургалиевич.Унпа Лайăш районӗн пуçлăхӗ Ильдус Зарипов, РФ Патшалăх Думин депутачӗсем Ирек Богуславский тата Татьяна Ларионова, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗсем Людмила Рыбакова, Ирек Шарипов, Дмитрий Самаренкин. Дмитрий Анатольевич ТР ЧНКА председателӗ пулнă май пулас «Уяв» йӗркелӳçин куçӗпе те сăнарӗ-тӗр вырăссен «Каравонне». ТР Халăхсен ассамблейин Ӗçтăвкомӗн ертӳçи К.Г.Яковлев та хутшăнчӗ уява.

Пӗлтӗр ТР Президенчӗ «Каравона» уçнă чух Вырăс Никольски салин Культура çурт­не юсасси пирки каланăччӗ. Ильдус Фатихович хăнасене саламласа иртнӗ уявранпа тунă ӗçсене асăнчӗ –  Культура çурт­не юсаса çӗнетнӗ тата çак ялти çырмана та тасатса тирпейленӗ. Çанталăк япăххине пăхмасăр уявпа савăнма чӗнчӗ район пуçлăхӗ.

Республика ертӳçи «Каравон» Тутарстан палли пулса тăнине каларӗ. Хăйӗн саламӗнче çанталăк çинчен каламасăр хăвармарӗ – спектакль пек лартса хатӗрленӗ прологра вылякан-юрлакан-ташлакан артистсене çур сехете яхăн лӳшкесе çăвакан сивӗ çумăра пăхмасăр уяв кунне малалла тăснăшăн тав турӗ. Рустам Минниханов республикăри вырăс культурине аталантарас ӗçре палăрнă ентешсене тав туса наградăсем пачӗ.

Кашни çулах «Каравонра» Раççейри пӗр-пӗр паллă вырăс фольклор ăсти хăйӗн пултарулăхӗпе савăнтарать. Кăçал С.Е.Пятницкий ячӗллӗ патшалăх академи вырăс халăх хорӗ пулчӗ. Халăх юррисемпе ташă композицийӗсене çумăртан хăраман уяв хăнисем хапăлласах йышăнчӗç.

 

Татьяна ВАСИЛЬЕВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев