Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Карчăк ăшши Тутарстана сентябрӗн варринче килсе çитмелле

​​​​​​​Çакăн çинчен журналистсене ХФУ профессорӗ, географи наукисен докторӗ Юрий Переведенцев пӗлтернӗ

«Карчăк ăшши» (Бабье лето) пирӗн патра яланах сентябрӗн варринче е иккӗмӗш пайӗнче пулать. Ылтăн кӗркунне антициклонпа пӗрле килет. Çак вăхăтра типӗ те хӗвеллӗ çанталăк тăрать. Кăнтăрлахи температурăсем 20 градус ăшă таранччен е ытларах та пулаççӗ. Карчăк ăшши кăштах шăнтнă хыççăн килет. Мӗншӗн тесен çӗр çине сивӗ хумӗ хыççăн ăшă хум килет», – тесе палăртнă ученăй. Ун сăмахӗсем тăрăх, иртнӗ çулла Хусанта антициклональлӗ çанталăк пулнă. Сентябрь пуçламăшӗнче Арктика енчен çил вӗрнипе хулара сасартăк сивӗтсе янă. Çак сулхăн эрнипех тăрать.

Классикăри карчăк ăшши – типӗ те хӗвеллӗ çанталăк, анчах та ăна атмосфера фрончӗ пăсма пултарать. Кăçалхи карчăк ăшши вăраха тăсăлни пирки хальлӗхе калама çук, вăл икӗ кун та пулма пултарать, темиçе эрне те. Ытларах чухне кӗрхи ăшăпа пӗр эрне савăнса юлатпăр.

 Пӗлтӗр сентябрь уйăхӗ сулхăн пулнипе Карчăк ăшши кӗске пулчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев