Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кăркăс хӗрӗ «Туслăх пики» пулса тăнă

Ĕпхӳ хулинче халăхсен илемĕпе пултарулăхĕн «Туслăх мисĕ -2021» республика конкурсĕ вĕçленнĕ. Ĕмĕтленнĕ титула кăркăс халăх представителĕ Нурайым Бактыбекова çĕнсе илнĕ, тесе пӗлтерет Пушкăртстанри «Урал сасси» хаçат. Кашкăр – кăркăс чӗлхинче те кашкăр, ку халăх пире çывăх.

Халăхсен хушшинчи жюри йышне культура деятелĕсем, диаспора ертӳçисем, этнографсемпе историксем кĕнĕ. Вĕсем çакăн пек пĕтĕмлетӳсем тунă: «Медиа мисĕ» номинаци - пушкăрт халăх представителĕ Зубаржат Юнусбаева; «Туслăх мисĕ» номинаци – Ирина Толмашова (шор халăхĕ); «Хастарлăх мисĕ» - Рипсимэ Мартиросян (эрмен халăхĕ); «Илемлĕх мисĕ» - Фанзиля Сибагатуллина (тутар халăхĕ); «Наци мисĕ» - Данара Айдарбек (казах халăхĕ); «Артистизм мисĕ» - Мариалина Нуриахметова (удмурт халăхĕ), çавăн пекех вăл «Тамыр» ача-пăча телеканалĕн ятарлă парнине тивĕçнĕ.  

 - Пирĕн проект тăваттăмĕш çул пурнăçланать. Иккĕмĕш çул ăна телевидени формачĕпе йĕркелетпĕр. «Тамыр» телеканалпа пирĕн республика территорийĕнче пурнăкан çичĕ халăх пирки репортажсем хатĕрлерĕмĕр. Кăларăмсене кашни эрнере, кĕçнерни кун, кăтартрĕç. Эпĕ пурне те сăнарăм, ман шутпа, кашни конкурсант çĕнтерме тивĕçчĕ. Кашнийĕ хăйĕн халăхĕн культурипе тивĕçлĕн паллаштарчĕ, - пĕлтернĕ хăйĕн шухăшĕсене проект ертӳçи Земфира Рашитова.

– Кашни çул проекта унччен маларах хутшăнман тĕрлĕ халăх представителĕсем хутшăнма кăмăл туни савăнтарать. Халăх тӗрлӗлӗхӗпе Пушкăртстан Раççейре чи пуян нациллĕ регион шутланать. «Туслăх мисĕ» проект шайĕнче пирĕн республикăра пурăнакан халăхсен илемĕпе паллаштарма тата темиçе теçетке кирлĕ, – тесе палăртнă проект продюсерĕ Залина Мурзагулова.  

Ирида Матниязова

Пушкăртстан Республикин халăхсен ассамблеин сăнӳкерчӗкӗсем

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев