Сувар

Кăрлач уйăхӗнче «КАМАЗ» йывăр тиевлӗ машинăсене туса кăларассине икӗ хут ӳстернӗ

Иртнӗ уйăхра Çырчаллинчи автогигант 3,4 пин машина комплекчӗ туса кăларнă

Продукци калăпăшӗ 2021 çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 1,8 хут ытларах пулнă. Çакă кăçал «КАМАЗ» Çӗнӗ çул уявӗсем хыççăн тӳрех пуçланакан корпоративлă каникулсене пăрахăçланă. Çакна пула кăрлач уйăхӗнче кăçал завод 16 кун ӗçленӗ, çулталăк каялла – вунă кун кăна.

«Аса илтеретпӗр, 2022 çулта заказсен шучӗ ӳснине кура, «КАМАЗ» ертӳçисем, темиçе çут тăтăш пулнăран, йăлана кӗнӗ кăрлачри корпоративлă отпуска кӗртес темерӗç, çакна пула производство чарăнмарӗ», - тесе палăртнă предприятин пресс-служби. Çавăнпа пӗрлех грузовиксене туса кăларасси кăçалхи кăрлач уйăхне палăртнă планран 17% иртсе кайнă.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: