Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Картише кӳрше те кӗртмелле мар

Февраль уйăхӗнче кайăк-кӗшӗк грипӗ Украинăра, Словаки, Чехи, Инди, Вьетнам, Тайланд çӗршывӗсенче палăрнă

Китайра пуçланса тӗнче тăрăх сарăлакан коронавирус кăна мар иккен-ха пире шиклентерекенни. Раççей чиккисем патне кайăк-кӗшӗк грипӗ çывхарнă. Самар тăрăхӗнче Африка мурӗпе чирленӗ хир сыснисене тупнă. Регион пирӗн республикăпа кӳршӗллӗ пулнине тата кăнтăралла вӗçсе кайнă кайăк-кӗшӗк миграцийӗ кӗç-вӗç пуçланассине шута илсен, сисчӗвленмелли пирӗн чăнах та пур.
 
Вирусăн мутациленес йăли пуррине те манмалла мар. Грипăн çӗнӗ штамӗ палăрасран Турри сыхлатăрччӗ. Февраль уйăхӗнче кайăк-кӗшӗк грипӗ Украинăра, Словаки, Чехи, Инди, Вьетнам, Тайланд çӗршывӗсенче палăрнă. Кăçал хӗлле ăшă çанталăк тăнăран кайăк-кӗшӗк миграцийӗ чылай маларах пуçланасса кӗтеççӗ специалистсем. Шыв-шурсем нумай, хирсем юрпа питех витӗнменрен апат пуррипе Тутарстан территорине вӗсем канма чарăнасси кӗтменлӗх пулмӗ. Эппин, кайăк-кӗшӗк грипӗ пирӗн пата çитес хăрушлăх пысăк. Çавăнпа профилактика мерисене çирӗп пăхăнмаллине каларӗç республикăн Ветеринари, Ветеринарипе фитосанитари управленийӗсен ертӳçисен çумӗсем Г.Мотыгуллинпа Е.Иванов тата Чӗрчун тӗнчин мониторинг уйрăмӗн ертӳçи И.Валеев çак кунсенче журналистсемпе тӗл пулсан. Пӗрремӗшӗнчен, килти кайăк-кӗшӗке вӗçен кайăксенчен май пур таран сыхлама тăрăшмалла, урăхла каласан, ирӗкре çӳретме чармалла, апат паракан вырăна халех рабица сеткăпа карса илмелле. Çак мерăсене çуркунне кăна мар, çăвӗпех пăхăнмалла, мӗншӗн тесен грипп ерес хăрушлăх пӗр сезонпа кăна вӗçленмест. Иккӗмӗшӗнчен, чăх-чӗппе хур-кăвакала уйрăмшар пӳлӗмсенче усрамалла. Ют çынсене кӗртмелле мар. «Кӳршӗрсен те сирӗн картишӗрте çӳремелли çук», – терӗ Г. Мотыгуллин кун пирки. Енчен те килти чăх-чӗп, хур-кăвакал чирлерӗ пулсан (симптомсем 1-7 кунран палăраççӗ: ӳт температури ӳсет, апат çимест, куçне хупса, пуçне пӗксе тăрать), тӳрех ветеринарсене пӗлтермелле, мӗншӗн тесен чир ытти харпăр хуçалăхсене хăвăрт сарăлма пултарать. Вирус чирлӗ кайăк каяшӗнче 30-40 кун таранах пурăнать. Енчен те пӗлтермерӗр-тӗк, штраф тӳлеме тивет.
Кӗçех чăх-чӗп сутмалли сезон пуçланать. 2018 çулта Атăл ку енчи Çӗпрел, Пăва, Теччӗ районӗсенче чирлӗ чӗпсене кӳршӗллӗ Чăваш Енрен машинăсемпе сутса çӳрекенсенчен туяннипе харпăр хуçалăхсем шар курчӗç. Çавăн хыççăн Тутарстана Ветеринари докуменчӗсӗр чăх-чӗп, хур-кăвакал, выльăх сутма чарчӗç. Халăх валли ятарлă  площадкăсем йӗркелерӗç. Хапха умне килсе сутакансенчен чӗпсем туянса шар куриччен çак площадкăсене каймалла. Енчен те сутса çӳрекенсем пулчӗçех-тӗк, ветеринари докуменчӗсене кăтартма ыйтмалла, машина номерне хăйсен умӗнчех телефон çине ӳкерсе илмелле.
Африка мурӗ те пирӗн республикăна çитес хăрушлăх пысăк. Ăна сараканнисем  – хир сыснисем. Телее, паянхи кун тӗлне Тутарстанра  чирлӗ хир сыснисем палăрман-ха. Сăмах май, çуркунне ир килнӗрен кăçал сунар сезонӗ пӗр эрне маларах пуçланать. Вăрмансенче, уй-хирсенче вӗçен кайăк, чӗрчун виллине курсан курмăш пулни пысăк йăнăш. Специалистсем чӗрчун мӗнпе вилнине вăхăтра палăртни çав тери пӗлтерӗшлӗ пулнине каларӗç. Ун чух кăна эпир чир-чӗр сарăласран сыхланма пултаратпăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев