Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăвашсенчен Б.Чиндыковăн «Тислӗк купи» калавӗ малта

Çак кунсенче Еврази çыравçисен пĕрлĕхĕ (Турци) ирттерекен Кашкар Махмучĕ ячĕллĕ пĕтĕм тĕнчери калав ăмăртăвĕн чăваш тапхăрĕн жюрийĕ çĕнтерӳçĕсене палăртрӗ.

Çак кунсенче Еврази çыравçисен пĕрлĕхĕ (Турци) ирттерекен Кашкар Махмучĕ ячĕллĕ пĕтĕм тĕнчери калав ăмăртăвĕн чăваш тапхăрĕн жюрийĕ çĕнтерӳçĕсене палăртрӗ. Çыравçăсен ирĕклĕ пĕрлĕхĕ (ÇИП) йĕркеленĕ жюри пайташĕсем: Илле çыравçă, И. Кириллова, В. Никифорова, Н. Осипов литература тĕпчевçисем, Н. Ларионов журналист конкурса килнĕ 14 калава 5 баллă системăпа хакланă (кам хăш калава мĕнле хакланине ӳкерчĕкре илсе кăтартнă таблицăран пĕлме пултаратăр). Чи нумай  –  23,3 балл – пухса, пĕрремĕш вырăна Борис Чнндыков çырнă „Тислĕк купи” калав тивĕçнĕ. Иккĕмĕш вырăнта – Юрий Санăн „Нацмэн” калавĕ (23,2 балл), виççĕмĕш вырăнта – Владислав Николаевăн „Телейлĕ” виçĕ тĕлпулу” калавĕ (22,5 балл). Унсăр пуçне, чăваш тапхăрĕн жюрийĕ хавхалантару премине пама йышăннă - ăна 21,1 балл пухнă „Çеçняк” калав тивĕçнĕ, авторĕ – Виталий Эртиван. Жюри ертÿçи Илле палăртнă тăрăх, кăçал ăмăртăва килнĕ калавсен вăтам шайĕ самай пысăк. (Б. Чиндыков сăнÿкерчĕкĕ).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России