Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кашни кун ҫынсене ҫухататпӑр

 Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов министерствосемпе ведомствосен ертӳçисен умӗнче вакцинаци ӗçне вăйлатма, хăрушсăрлăх требованийӗсене пăхăннине çирӗп тӗрӗслеме задача лартнă

Рустам Минниханова уйрăмах 60 çултан аслăрах çынсем сахал вакцинациленни хумхантрать. Ку вăл теветкеллӗх ушкăнӗ, пенсирисен чир йывăр иртет тата вӗсен хушшинче коронавирусран вилекенсем те нумай. Паянхи куна граждансен çак категорийӗнчен 23,5 проценчӗ кăна коронавирусран прививка тунă.

«Кашни кун çынсене çухататпăр. Пирӗн граждансен сывлăхӗнчен хаклăраххи нимӗн те çук. Пирӗн ӗçсене кирек мӗнле те хаклама пулать, анчах та ыйту хамăр çынсен сывлăхне пырса тивет пулсан, эпир чи çирӗп мерăсене йышăнатпăр», – тесе пӗлтернӗ Рустам Минниханов планеркăра.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев