Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кашни уявра вӑл кӗтнӗ ҫын

Кирлӗ пулсан – вырӑсла, кирлӗ пулсан – тутарла. Чӑваш кӗвви пирки каламӑпӑр та

Эдуард Ильин – "Саврушка" ансамблӗн ертӳҫи кӑна мар, Аксу районӗнчи чӑваш уявӗсен стартерӗ теме пулать ӑна.
Чаплӑ купӑсҫӑна таврара пӗлмен, палламан ҫын ҫук-тӑр. Ҫӳллӗшӗпе 2 метра яхӑн ҫын аллинче чайка купӑс ачасем вылямалли кармун пек кӑна курӑнать. Ӑна ӑста пӳрнисем пӑхӑнтарса кирек мӗнле илемлӗ кӗвӗ те кӑларттараҫҫӗ. Кирлӗ пулсан – вырӑсла, кирлӗ пулсан – тутарла. Чӑваш кӗвви пирки каламӑпӑр та.
Эдуард Уяв пуҫлать, Эдуард пенсионеркӑсене хӗртсе ярса ташлаттарать, Эдуард салтак юрри юрлать, туй юррисене пӗлет, маттур.
Ӳркенмест Саврӑшпуҫ хастарӗ.Кирек хӑш уява та илем кӳме пултарать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

3

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев