Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кăштах кулăш

«Пенсипе мӗнле пурăнмалла?» текен ыйту майӗпен «Пенсиччен мӗнле пурăнса çитмелле?» ыйтăва çаврăнчӗ

Чипер Марине 4 çулти çывă­рас килнипе анаслакан ывăл­не çывăрма вырттарать.
– Ырă каç пултăр, ывăлăм! Эсӗ халь пӗчӗк мулкач çури пирки тӗлӗк курма та пуçларăн пуль?
Ывăлӗ, куçне те уçаймасăр:
– Çук-ха, анне, хальлӗхе рек­лама пырать...
* * *
Яка Кулине упăшкине:
– Чунăм, кала-ха, манăн куçсем сенкер тӳпе пек илемлӗ-и?
– Аха.
– Çӳçӗмсем шыв сикки пек хумханаççӗ-и?
– Ара.
– Тутасем кӗлчечек çеçки пек хитре-и?
– Çапла.
– Эс мана комплимент тунине епле юрататăп-çке эпӗ...
* * *
Вӗçкӗн Ваççапа арăмӗ ывăлне садикрен кам кайса илмелли пирки тавлашаççӗ.
– Эп сана чаплă кӗрӗк парнелерӗм-и? – ыйтать Ваççа.
– Парнелерӗн.
– Сăран атă туянса патăм-и?
– Патăн.
– Вара пыр, эс кайса ил ывăла.
– Мӗншӗн эсӗ мар?
– Ман мӗн, нускипе тата труççипе каяс-им?

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев