Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кăштах кулăш

Генерал кӗпер çинче лӳпперрӗн утса пырать, йӗри-тавра кахаллăн сăнать. Пулать вӗт çакăн пек чух – ăна хирӗç салтак утса килет. Салтак самоволкăра, генерала курмăш пулса иртсе каясшăн.

Генерал:
– Иванов! Эс мӗн хăтланан?! Мӗншӗн чыс памастăн мана?!
Салтак:
– Уставăн 147-мӗш пункчӗпе килӗшӳллӗн, кӗпер çинче чыс памаççӗ, генерал юлташ!
Генерал çухалса каять, хирӗç нимӗн те калаймасть. Килне таврăнсан устава уçса вулать. Вулать те тӗлӗнсе каять: «147-мӗш пункт. Салтакăн хуть мӗнле лару-тăрура та харсăр пулмалла тата темӗн те шутласа кăларма пӗлмелле».
* * *
Вӗçкӗн Ваççа телефонпа вăйă выляса ларать. Сасартăк тепӗр пӳлӗмре арăмӗ çурма сасăпа такампа калаçнине илтех каять:
– Çук-çук, чунăм, паян пултараймастăп, атя ыран тӗл пулатпăр, – тет лешӗ.
Ваççа пӗр тăхтаса тăмасăр арăмӗ ларакан пӳлӗме вирхӗнсе кӗрет.
– Эс телефонпа калаçрăн-и?! – тет хайхискер сассине хăпартса.
– Çук, эпӗ хӗрарăмсем валли ятарласа кăларакан журнала вулатăп. Унта хальхинче сасăпах вуламалли 50 фраза пичетленӗ. «Чунăм, çӳп-çапа тухса пăрах-ха», «Хăçан алăк хăлăпне çапса паран?» евӗрлисем. Çакăнтах ăнлантарса панă: хăйӗн ӗçӗпе аппаланакан упăшка çурма сасăпа каланă 51-мӗш фразăна кăна илтет тет иккен. Пăх-ха, улталамаççӗ...

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев