Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Каснă хӗресе пула район пуçлăхӗн вырăнӗнчен кайма тивнӗ

Сăлтавӗ – вăл вилтăпри çинчи хӗрес мăсăльмансен тесе шутланакан масарăн хӗрринче вырнаçса çул çинчен курăнса тăнинче пулмалла.

Тăхăр уйăх каялла Актанышри масарта Виктор Смирнов вилтăпри çинчен хӗресне касса ывăтă хыççăн пысăк скандал тухнăччӗ. Хӗресе администраци вырăнне лартнă. Анчах та Çимӗк умӗн тăванӗсем Виктор вилтăпри çине карта тытма килсен, хӗресе тепӗр хут касса ывăтнине асăрханă. Вӗсем шăв-шав çӗклесен «хӗрес скандалӗ» Хусана çитет. Актаныш районӗн пуçлăхӗ Энгел Фаттахов хăй вырăнӗнчен кайнă. Вăл ТР вӗрентӳ министрӗн вырăнне Актаныш пуçлăхӗнчен куçнăччӗ. Унтан «чӗлхе реформине» пула кайнă хыççăн çӗнӗрен Актаныш районне ертсе пыма тытăнчӗ. 4 çул кăна ӗçлейрӗ Энгел Фаттаххов должноçра.

Ун вырăнне Хусантан 55 çулти Ленар Зарипова сӗнеççӗ. Вăл Çырчаллинчи хула канашӗн депутачӗ, «Пӗрлехи Раççейӗн» пайташшӗ тата «Сетевая компания» Акционерлă пӗрлешӗвӗн филиалӗн директорӗ пулса ӗçлет.   

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев