Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кашни яла – электротрактор

Чăваш Енре кăларакан тротрактор Раççейри электричество вăйӗпе ӗçлекен пӗрремӗш трактор пулӗ.

 

Чăваш Енре инновациллӗ электротрактор кăларма пуçлаççӗ. Вăл Раççейри электричество вăйӗпе ӗçлекен пӗрремӗш трактор пулӗ.

Шупашкарти вăйлă (силовой) агрегатсен завочӗ ял-хуçалăхӗ валли электротрактор кăларассине хăй çине илнӗ. Трактора икӗ тӗрлӗ моторпа кăлараççӗ — дизельпе ӗçлекеннипе тата электричество вăйӗпе. Электромоторпа ӗçлекен тракторăн лайăх енӗсем куç умӗнчех: экологишӗн сиенсӗр, унпа ӗçлеме çăмăл тата уçă сывлăшра çеç мар хупă çуртсенче, складсемпе фермăсенче те ӗçлеме юрать унпа. 


Трактор çине Чăваш Республикинчи Машинăсем тăвакан кластер кăларакан электродвигателе лартаççӗ. Шупашкарти вăйлă агрегатсен заводӗнче Раççейӗн электромоторӗсене лартнă тракторсен сериллӗ производстви 2024 çултах ӗçе тытăнмалла. Раççейре те, ют çӗршывсенчи рыноксенче те вӗсен конкурентсенчен иртме шанăç пур. 

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: промышленность