Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кашни киле сенкер çулăм çиттӗр

Газ сечӗсемпе çыхăнмалли правилăсем çыннăн кил-çурт хуçалăхӗн чиккине çитиччен тӳлевсӗрех газ кӗртме май параççӗ

Газ сечӗсемпе çыхăнмалли правилăсем çыннăн кил-çурт хуçалăхӗн чиккине çитиччен тӳлевсӗрех газ кӗртме май параççӗ

 Чикӗрен иртсен тӳлемелле пулать. ТР ӗç, ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министрӗн çумӗ Наталья Бутаева çакăн çинчен паян «Татар-Информ» информаци агентствинче каласа панă. Кам çăмăллăхсемпе газ кӗртессине, кама субсиди парассине ăнлантарнă.

Кил хуçалăхӗн çӗрӗ çинче газ кӗртессипе çыхăннă тăкаксене тата оборудовани туяннă укçине саплаштарма (100 пин тенкӗрен ытла мар) Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗсемпе инваличӗсене, çапăçусенче инвалид пулнисене субсиди параççӗ. 

Çавăн пекех нумай ачаллă çемьесене, I тата II ушкăнри инвалидсене, инвалид ача ӳстерекен çемьесене, ятарлă çар операцине хутшăнакансен çемйисене, уйăхне çын пуçне 19 пин тенкӗрен сахалрах тупăш илекен çемьесене тӳлеççӗ.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество