Кашни республикăн, облаçăн тӗрленӗ карттă
Чăваш Республикин тӗрӗ тӗрлес проекчӗ çӗршывра анлă утăмсем тăвать
Чăваш Республикин тӗрӗ тӗрлес проекчӗ çӗршывра анлă утăмсем тăвать
Чылай регионăн хăйӗн тӗрленӗ картти пур халь. Саратов облаçӗ пирки те çакнах каламалла. Июлӗн 20-мӗшӗнче Лидия Русланова ячӗллӗ Халăх пултарулăхӗн центрӗнче облаçри районсен тӗрленӗ карттисен куравӗ уçăлнă. Анлăш-сарлакăш пӗрер метр, 40 пустав куравра. Вӗсене пурне те «И будем петь, и будем шить» фестиваль пынă вăхăтра тӗрленӗ. Облаçри 250 ăста хутшăннă проекта. Л.Русланова ячӗллӗ Центр «Тӗрленӗ Раççей» проекта та хастар хутшăннă. 2022 çулта Центрăн наци культурисен секторӗн заведующийӗ Елена Лебедева Раççейӗн тӗрленӗ картти валли Макошь турă сăнарне çăм çиппипе ăсталанă. Балаково районӗнчи Бобылевка ялӗн тумӗсенчен илнӗ вăл сăнара.
2023 çулта Саратов облаçӗ хăйӗн карттине тӗрленӗ. 39 район, кашнин хăйӗн килӗштернӗ тӗрӗ мелӗ. Ăстасем çакна астуса район карттинче кăтартнă. Карттă çине пăхса тӗрӗсене ăнланакан район историне «вуласа» пӗлме пултарнă — хăш халăх хăçан ăçта куçса пыни таранах. Унăн анлăшӗ-сарлакăшӗ 330*200 сантиметр.
2024 çулта «И будем петь, и будем шить» фестивале Саратов облаçӗ регион шайӗнче йӗркелесе ирттернӗ. Ăстасем виçӗ уйăха яхăн тӗрленӗ. Саратов хулин картти уйрăмах илемлӗ пулса тухнă. Ăна хатӗрленӗ çӗре 17 ăста хутшăннă. Столяр-платниксен ӗçне те хаклама пулать куравра — йывăçран хитре рамка ăсталанă.
«Ку проекта пуçăнма пире пӗлтӗр Чăваш Енре иртнӗ „Вышитая Россия“ фестиваль хавхалантарчӗ. Пирӗн фестиваль — халăх ăстисене хисепленине, вӗсен ӗçне мухтанине кăтартма тăрăшни. Çипсем шăпасене, ӗмӗрсене, территорисене сыпăнтарнине куратпăр тӗрӗçӗсен фестивалӗнче», — тесе каласа панă проект кураторӗ Елена Лебедева.
Саратов облаçӗн районӗсен карттисен куравӗ Саратов облаçӗн Л.Русланова ячӗллӗ Халăх пултарулăхӗн центрӗнче ӗçлет, сентябрь варринче хупăнать.
Сăнӳкерчӗк culture.cap.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев