Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

КАШНИ СĂВВИ ĂШĂ ТУЙĂМ ÇУРАТАТЬ

Теччӗ районӗнчи Пухтел шкулӗнче вӗренекенсен пултарулăхӗ (Вӗрентекенӗ – Алена Николаевна Торгашова)

ХУСАНКАЯ ÇИТЕКЕННИ ПУЛӖ-ШИ?

Кăрлач уйăхӗнче Петӗр Хусанкай çуралнине халалласа кашни çулах пирӗн шкулта тӗрлӗ мероприяти ирттереççӗ. Кăçал та класс тулашӗнчи мероприяти интереслӗ иртрӗ. 

Шăп çавăнта «Мунча шăрши» видеороликпа паллашрăмăр. Тимлӗн пăхса пӗтернӗ хыççăн сăввине П.Хусанкай, кӗввине А.Наумов хайланине пӗлтӗмӗр. Темшӗн çак видео ман чӗрене пырса тиврӗ: килте тепӗр хут интернетра шыраса тупса пăхрăм, сăввине те тупса вуларăм. Вăрçă вăхăтӗнче салтаксем мунча пирки ӗмӗтленнӗ, вӗсен çапăнас, çăвăнас килнӗ. Паянхи кун та ку сăвă актуаллă. Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем Хусанкай сăввинчи пекех чăваш мунчинче ăшшине парасси, çапăнасси пирки ӗмӗтленеççӗ-тӗр... Тен, пӗр-пӗр салтак ун çинчен сăвă е калав та çырнă ӗнтӗ? Анчах Хусанкая çитекенни пулӗ-ши?

Вадим ТОРГАШОВ.

8-мӗш класс.

КАШНИ СĂВВИ ĂШĂ ТУЙĂМ ÇУРАТАТЬ

Тӗнче литературинче сумлă ят хăварнă Чăваш халăх поэчӗ Петӗр Петрович Хусанкай çуралнăранпа кăçал 115 çул çитрӗ. Унăн сăввисемпе поэмисене пӗлмен, вуламан чăваш çук та пулӗ. «Аптраман тавраш» сăвăлла роман, «Магнит ту», «Таня» тата «Тăван çӗршыв» поэмăсем, «Хура пӗркенчӗк», «Кăнтăр сăввисем», «Тилли юррисем», «Инçе вӗçев» сăвă ярăмӗсем чăваш литературин пуянлăхӗ, халăх кăмăлласа вулакан хайлавсем пулса тăчӗç. Хусанкай çырнисенче чăваш çӗршывӗпе унăн çыннисен кун-çулӗ, пурнăç таппи, халăх кăмăлӗ яр уççăн курăнать. Поэтăн кашни хайлавӗнче наци хăйне евӗрлӗхӗ, чăвашлăх палăрать, кашни сăвви ăшă туйăм çуратать, чун-чӗрене тыткăна илет.

Чăнах та, халăхăн шухăш-кăмăлне, пурнăçне лайăх пӗлни, саманан чи çивӗч ыйтăвӗсене хускатни Хусанкай поэзине чӗрӗ вăй парать, вулакана вара чăвашла шухăшлама, малалла пурăнма хавхалантарса тăрать.

П.Хусанкайăн «Тутарстана салам» ятлă сăвви уйрăмах чӗрене пырса тиврӗ, пӗр хут мар, икӗ-виçӗ хут вуласа тухрăм. Паллă лирик еплерех пирӗн республика çинчен çырса кăтартать: кунта çуралнине, ачалăхне сăнлать, хура ураллă малайсем таçта-таçта саланнине витӗмлӗн çырса кăтартать. Хусан хулинче пурăннине, пӗрле вӗреннӗ тантăшӗсемсӗр тунсăхланине палăртса хăварать.

Адель Кутуйпа Хади Такташ ырă канаш панине палăртать, апла пулсан вăл вӗсемпе çывăх юлташлă пулнă. 

Хусанăм – хурăнташ хула!

Çӗрме пуян çӗр – Тутарстан!

Çӗклен те ӳс çултан çула

Пур халăхлă йышупалан!

Салам сана пӗр çыннунтан,

Салам та тавтапуç чунтан!

Сăвва 1953 çулта хайланă. Ун чухнех П.Хусанкай «Тутарстан – пуян çӗр» тесе çырать. Паян вара Петер Хусанкай сывă пулсан мӗнле тӗллӗннӗ пулӗччӗ? Чăннипех пирӗн республикăпа мухтанмалли чылай, Хусанкай паянхи республика çинчен нумай хайлавсем çырнă пулӗччӗ. Эпир Хусанкайпа мухтанатпăр, савăнатпăр, унăн кун-çулӗпе кăсăкланатпăр, хайлавӗсене вулатпăр, тишкеретпӗр, хамăра кирлисене шыраса тупатпăр. Малалла та Хусанкай хайлавӗсене вулакансен йышӗ ӳссе пытăр!

 

Анастасия ВОЛКОВА.

8-мӗш класс.

Сăнӳкерчӗк А.Хусанкайăн харпăр архивӗнчен.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев