Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кашнин канăвӗ тиӗçлӗ шайра ирттӗр

Çуркуннехи каникул кунӗсенче ача-пăчан канăвне яланхи пекехтӗплӗн шутласа йӗркеленӗ


Çуркуннехи каникул кунӗсенче ача-пăчан канăвне яланхи пекехтӗплӗн шутласа йӗркеленӗ

Тутарстанри ача-пăчан кану лагерӗсенче çуркуннехи каникул вăхăтӗнче 17 пин ача канать. 280 организаци канăва йӗркелессипе ӗçлет. Ачасен канăвне хула тулашӗнчи лагерсенче те ТР Наукăпа вӗрентӳ министерствин кăнтăрла ӗçлекен лагерӗсенче те йӗркеленӗ. Ачасен хăрушсăрлăхӗ çине пысăк пусăм тунă, вăхăта усăллă ирттерме кăсăк программа хатӗрленӗ. Кун çинчен ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Ринат Садыков каласа панă. 
«Ачасен канăвне çӳллӗ шайра ирттересси пирӗншӗн яланах пӗлтерӗшлӗ пулнă, халӗ те çаплах», — тесе пӗлтернӗ министр. Раççейре Çемье çулталăкӗ, Тутарстанра Наукăпа технологи аталанăвӗн çулӗ пулнине кану программинче анлă палăртнă. Мобилизаципе ятарлă çар операцине хутшăнакансен ачисене тимлӗх уйăрассине те шута илнӗ — ТР Наукăпа вӗрентӳ министерствипе пӗрле 829 ачан канăвне йӗркеленӗ. Пурнăçри йывăр лару-тăрăва лекнӗ 750 ачан канăвне те кирлӗ шайра ирттереççӗ. 
Паянхи куна Тутарстанри 21 муниципалитетра 47 лагерь ӗçлет. Ачасен канăвне республика тулашӗнче те йӗркеленӗ — «Сәләт Ак Барс» (Крым Республики) тата «Илеть» (Марий Эл Республики) лагерьсенче халь 150 ача канать. 
Сăнӳкерчӗк https://minmol.tatarstan.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество