КАССИРПА ПӖР ЧӖЛХЕ ТУПНĂ
Аксура пурăнакансем лавккаран тавар вăрласа тăнă, анчах та видеокамерăсем пуррине шута илмен. Икӗ çын вырăнти пӗр лавккари кассира пӗрле çак лавккаран тавар вăрлама сӗннӗ. Çак утăма тумашкăн мӗн каласа ӳкӗте кӗртнӗ-ши вӗсем ăна, паллă мар. Тен, унăн ӗç укçийӗ пӗчӗк пулни çине пусăм туса ӳкӗтленӗ, кăштах хушма тупăш тума илӗртнӗ? Е тата вӗсен «ку преступление никам та уçса параймасть» тесе ӗнентернӗ гениллӗ планӗ пирки пӗлсен хирӗçлейменнипе килӗшнӗ?
Хайхисен планӗ çапларах пулнă: вӗсем çак лавккаран тавар илеççӗ, кассир вара çав таварсене касса урлă мар, «айккинчен» е пӗр пайне тӳлеттерсе парать вӗсене. Мӗн вара, вак-тӗвек çухалнипех лавкка чухăна юлмасть вӗт. Тата ку тавар ăçта «çухалнине» камах пӗлейӗ?
Анчах та «генисем» видеосăнав камерисем лавккан пӗтӗм залне, çав шутра туянакансем таваршăн тӳлекен кассăна та ӳкернине шута илмен. Видеосăнав камерисен мониторӗсене вара хăрушсăрлăх службин опытлă сотрудникӗсем питӗ тимлӗ пăхса тăраççӗ. Шăпах вӗсем кассирпа лавккана час-час хутлама пуçланă туянакансем тем ырă мар ӗç тунине сиснӗ те. Çак информацие йӗрке хуралçисене пӗлтернӗ.
Следстви тӗпчесе палăртнă тăрăх, 2021 çулхи августăн 20-мӗшӗнчен пуçласа сентябрӗн 2-мӗшӗччен çӳлерех асăннă çынсем лавккаран пӗрре кăна мар тавар вăрланă. Хайхисем хăйсене кирлӗ апат-çимӗç, ытти промышленность таварне карçинккана тултарнă та паллакан кассир патне пынă. Лешӗ вара тавар позицийӗсене пăрахăçласа е корректировка туса, тавара шута илекен хатӗр урлă ирттермесӗр япаласен ытларах пайне касса урлă каплах ирттернӗ, таваршăн йăлтах тӳленӗ пек кăтартса тавар чекӗ панă. Лешсем вара, аллинче чек пулнăран, лавккаран лăпкăнах тухса кайма пултарнă. Паллах ӗнтӗ, вăрланă тавара кайран пӗр-пӗринпе пайланă. Çакнашкал преступлени туса вӗсем лавккана тытса тăракан тулли мар яваплăхлă обществăна 13 пин тенкӗ ытла тăкак кӳнӗ.
Çакăнпа çыхăннă уголовнăй ӗçе Аксу районӗн сучӗ пăхса тухнă. Суд, уголовнăй ӗçӗн пӗтӗм материалӗпе тӗплӗн паллашнă хыççăн, суд умне тăнисене айăплă тесе йышăннă, виççӗшне те 1 çул тӗрӗслев вăхăчӗ палăртса 5 уйăх хушши тӳрленмелли ӗçре ӗçлемелле тунă. Ӗç укçин 10 процентне вара уйăхсерен патшалăх валли тытса юлӗç.
Çав лавккара ӗçленӗ кассира судăн приговорне пурнăçа кӗртме çывăх вăхăтра урăх ӗç сӗнӗç, мӗншӗн тесен ку лавккаран ăна ӗç паракан, паллах, тӳрех кăларса янă. Унчченхи профессипе ăна кам та пулин ӗçе илесси вара иккӗленӳллӗ. (Аксу район сучӗн пресс-служби).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев