Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кăштах кулăш

Хунямăшӗ кинне вăрçать: – Урай шăлма пӗлместӗн, апата та путлӗ пӗçерейместӗн, ман ывăла пӗрмай «кăшлатăн»... Мӗнле хӗрарăм эс? Эп вăт сан çулунта чух... – Анне, эсир ман çулта чух виçӗ упăшка улăштарса ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ...

Стоматолог:

– Ан хăра, Çеруш, ӗçе хăçан та пулсан пӗрремӗш хут тумалла вӗт ӗнтӗ ăна!..

– Эп Çеруш мар, – тет кресло çинче ларакан пациент. 

– Пӗлетӗп. Çеруш вăл – эпӗ, – хуравлать тухтăр.

* * *

– Анне, мана Петюк лайăх хӗр терӗ. Ăна пирӗн пата хăнана килме ирӗк паратăн-и?

– Çук. Малашне те çапла шутлатăр. 

* * *

Ахванеç экзамен парать. Профессор:

– Сирӗн хушаматăр?

– Иванов, – тет те йăл кулать каччă.

– Мӗн кулатăр вара?

– Пӗрремӗш ыйту çине лайăх хуравланăшăн савăнатăп. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев